ВĂРМАНТА

Иванов Константин Васильевич

Шавлать, кашлать сĕм вăрман
Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть,
Кутсăр-пуçсăр çил тухсан,
Чарăнассăн туйăнмасть.

Тапхăр-тапхăр çил килет,
Пăлтăр-палтăр çавăрса,
Тĕттĕм вăрман ÿхĕрет.
Çĕре çитех авăнса.

Хура пĕлĕт пĕрмаях
Шăвать вăрман тăрринче.
Ярать çиçĕм çĕр çурсах
Хура пĕлĕт хушшинче.

Аçа çапать, шартлатать,
Пĕтĕм тĕнче кисренет.
Çумăр çырма пек юхать,
Лупашкасенче кĕрлет.