Вăрман патши патěнче хăнара

Зотова Галина Вячеславовна

Усал чир-чěр çыпçăнчě. Куçран-пуçран вут-хěм тухать, пěр чарăнми куççуль юхать, мěн пур кěлеткене пăталать, уйрăмах пыра канăç памасть, тарăннăн сывалаймастăн, пăштик-пăштик сывлакаласа кун-кунлатăн. Чěри те тăпăрт- тăпăрт-тăпарт- тăпарт тесе кунěпех асапланать. Пěр чарăнми -сěрттерет, хаяр анчăк çури пыра кěрсе ларчě те кунěпех вěрсе ларать. Каç пуласран хăракан пултăм. Кăнтăрла çапах çÿрекелеме пулать-ха, çывăрма выртсан - çывăраймастăн, пуçа минтер çине хуратăн çеç - сывлăш пěтсе ларать, сывлăш çитмест, сывлăш çитменнипе тăрса ларма тивет. Виçě каç хушши ларса çывăрса пурăнтăм. Пěр чěптěм апат çимен, хăр шывпа çеç, юлашкинчен алă çěклеме те вăй юлмарě, куç уçма та вăй кирлě. Вилěм каçсерен киле пуçларě, мана хăйпе илсе каясшăн калаçать, ирěклěрех те ирěклěрех, хăюлланнăçемěн хăюлланса пырать. Эпě вара кашни сăмаххине шутласа калаçакан пултăм.

- Анне, - тет мана пěчěк хěрěм ир çинче.

- Айта-ха вăрман патши патне кайса пулăшу ыйтăпăр. Эпě хăвелтен пулăшу ыйтрăм, хирěç пěр сăмах та чěнмерě, уйăха тархасларăм - ним те шарламасть, çăлтăрсене тилмěртěм - вěсем те чěнмерěç. Тен, вăрман патши пулăшě? Вăрманти туссем пире яланах тěрлěрен çырлапа, кăмпапа хăналатчěç, нихăçан та пушă алăпа кăларса яман.

Вăраххăн тăрса тумлантăм, алла туя илсе пěчěк хěрěмпе çула тухрăмăр.

Нумай пулать-и, сахал-и - пирěн ума икě куян сикрěç тухрěç. Пире хăйсем çине лартрěç те вěçтерчěç тěмсем хушшинелле. Эх пыраççě чавтарса, эх сикеççě шалалла, кайсан-кайсан чарăнчěç, пире антарчěç - хăйсем çухалчěç. Икě тилě çитсе тăчěç. Кусем те пире кěтсе тăнă-мěн, урапапах килнě. Иксěмěре те урапа çине лартрěç, урапана кÿленчěç, урхамахла шалалла вěçтерчěç.

Нумай кайрăмăр-и, сахал-и пěр пысăк уçланкăна пырса чарăнтăмăр. Уçланкă варринче темиçе хăлаç сарлакăш пысăк йывăç ларать. Хурăн-çăка-чăрăш-вěрене-юман - тата ытти тěрлě йывăçсен тымарěсемпе çěртен çирěппěн тытăнса тăрать.

- Сывлăх сунатăп, хаклă хăнасем!

- Каласа парăр мěн ертсе çитерчě сире ман пата? -ыйтать пиртен çак йывăç. Малтанах ним чěнме аптăрарăмăр. Пирěн умра йывăç мар, вăрман патши тăрать иккен.

Тумтирě тěрлě йывăçсенчен мěнле кăна йывăç-курăк, мěн тěрлě кăмпа-çырла, мěн тěрлě ÿсентăран çук-ши кунта! Çакă çутă тěнчере еплерех курăк-ÿсентăран - пурте вăрман патши çипуçě çинче.

- Эсě манăн аннене пулăшаймăн-ши? Анне йывăр чирлерě, ниепле те уçăлаймасть, - хăйса ыйтрě пěчěк хěрěм.

- Хаваспах пулăшатăп, анчах та уншăн сирěн те мана 3 ěç туса парас пулать, - терě те вăрман патши шăпланчě, урăх темěн чухлě калаçсан та хирěç пěр сăмах та шарламарě.

Тăратпăр кулянса, нимěн тума аптраса, - чим-чим-чим, - чěвěлтетет хитре кайăк пирěн умра, - чим-чим!

Кайăк вăрман патши çине ларчě, пире çÿлелле улăхмаллине систерчě.

Вăрман патши патне çывхартăмăр çеç, хамăр та сисмерěмěр, çÿлелле улăхса та лартăмăр.

Пирěн умра темěнле хăвăл. Çак хăвăлта çап çутă йăлтăркка пысăк чул выртать, вут-хěм сирпěтет.

-Çак пысăк чула çěр çине илсе пăрах! – илтěнчě сасă. Вăл мана пěçертет, канлě ыйхă памасть.

-Мěн тăвас? Вăрман патшине епле пулăшас?

-Халех, халех, эпир халех! Хамăр та сисмерěмěр, ман алăри туяна такам туртса илчě, хайхи чул таврашěнче темěнле чěрчунсем кускалама пуçларěç. Патака шăрт-шарт тутарчěç, чула туя татăккисемпе тěрткелерěç, лешě хěм сирпěтет, вут-çулăм тухать, тěттěмленет, çапах та хайхискере çěнтерчěç-çěнтерчех, шăтăкран çěрелле илсе ывăтма пултарчěç.

-Тавтапуç, туссем, терěм çеç, чěрчунсем куç умěнчен çухалчěç те.

-Тавтапуç сана, хěрěм. Вăрман патши каллех шăпланчě.

Ку таранччен пит-куçран вут-çулăм сирпěннě пулсан, çак самантран манăн та пěçертни таçта кайса çухалчě.

Каллех тăвалла çул тытатпăр. Пирěн çул чăтлăх витěр. Темле шурлăха çитсе кěтěмěр. Куç-пуç курăнми шăна-пăван явăнать.

- Çак шăна-пăвана пěтер!

Мěнле пěтермелле? Камран пулăщу. ыйтмалла?

-Чим-чим-чим! Эпă халех хамăн туссене чěнсе Килетěп. - Çапла каласа пěчěк чěвěлтěк çухалчě.

Кěçех шурлăх кайăк сассипе тулчě.

Чăр-чар, пăр-пар, вěлт-вěлт - пěр чарайми ěçлеççě ěçченсем, самантра пěр нăйăлти юлмиччен тытса пěтерчěç, мěнле вěçсе килнě, çавăн пекех хăвăрт кайса çухалчěç.

- Çěре çити пуç таятăп, тусăмсем.

- Тавтапуç сана, хěрěм. Вěсем мана куç хупма памастчěç, халě канлех çывăрма пуçлăп.

Хамăн та куççуль юхма пăрахрě, сăмса та лăпланчě.

 Малаллах шавăнатпăр. Умра хитре çарансем, илемлě чечексем. Чим-ха, ку тата мěскер? Самаях пысăк уçланкă хуралсах ларнă? Пěр уçланкă хупах, пěр уçланкă куршанак.

- Çак уçланкăна тирпейле!

Пěчěк хěрěмпе иксěмěр те кулянсах ÿкрěмěр. Мěн тăвас? Камран пулăшу ыйтас?

Ларатпăр,сасăпах йěрсе уççуль юхтарса. Эпир йěнине çил илтрě пулас.

- Эпě халех хам тусăмсемпе килетěп!

Пěр ушкăн çавра çил çиçтерсе çитрě, уçланкă йěритавра темиçе хутчен çаврăнчě, мěн пур усалтěселе, пиçенхупаха, куршанкисене тымăрě-мěнěпех кăкларě, таçта аяккалла, çичě тинěс леш еннех кайса сапаларě.

- Тавтапуç, сана хěрěм. Кашни кун чěпěтетчěç-кăтăклатчěç, чăрмантаратчěç. Халě тинех канлěнех пурăнма пуçлатăп. Ну, ларăр, хăналанăр, тутлă апат-çимěç астивěр.

Манăн хамăн та çак самантран пуçласа йěплекенчиккелекен çухалчě.

Вăрман патши патěнче чун тăраниччен тěрлěрен пахча çимěç çирěмěр, уçă сывлăшпа сывларăмăр.

Вăл пире киле кайма çилçунатлă урхамах кÿлсе пачě, ямшăкě - пěчěк çеç пакша пире пÿрт умнех леçсе хăварчě.

Киле çитсе кěтěмěр, манăн пуç та ыратмасть, вěрилентермест те, сывлăш та чăрмантармасть. Çапларах вăрман патши пулăшнипе эпě сывалтăм. Урăх чирлес марччě.