ВӐРМАН КАЙӐКӖСЕМ

Аслан Степан Степанович



    Вăрçă пуçланнă кун Николай Веселов шофера санатори директорĕ Новоельня станцине ячĕ. Веселовăн унта санатори ачисене пуйăспа хамăр тыла илсе каяс пирки калаçса татăлмаллаччĕ. Станци начальникĕ ăна пуйăс пуласси çинчен иимĕн те шантарса калаймарĕ. Çав вăхăтра вокзал патне таçтан автомашинăсем пухăнчĕç çеç – нимĕçсен бомбардировщикĕсем вĕçсе килчĕç. Асар-писер шав çĕкленчĕ. Унта та кунта вут-çулăм явăнма тапратрĕ. Веселов аран çул хĕрринчи канава чупса ӳкме ĕлкĕрчĕ. Вăл хăйĕн машини сывлăша сирпĕннине те кăшт кăна курса юлчĕ.
Санатори ачисем валли епле те пулин машина тупасчĕ тесе, вăл Новоельньăра каçченех çӳрерĕ. Аçта унта! Пурте хыпăнса-çунса ӳкнĕ вăхăтра машина тупайăн! Тепĕр кунне, ирхине, станци таврашĕнче хĕвĕшекен çынсене сисмен хушăра нимĕç салтакĕсем çавăрса илчĕç. Вĕсене пурне те ухтарчĕç, арестленĕ нумай-нумай çынпа пĕрле Веселова та Дятловăна илсе кайрĕç.
Акă халь Веселов гестапо офицерĕ умĕнче тăрать. Гестаповец, оберштурмфюрер Вольдемар, ăна хăçан, ăçта тата кам арестленине ыйтса пĕлме тытăнчĕ. Тăшман аллине айванла лекни Веселова питĕ пăшăрхантарнăччĕ. Халĕ вăл гестаповеца улталама шут тытрĕ, çăлăнма ĕмĕтленчĕ, хăйне арестлени çинчен суйса калама тапратрĕ.
Вăл пĕр каçхине Новоельня станцинче Лидăран килекен пуйăса кĕтсе ларнă имĕш. Çав вăхăтра тенкел çинче сисмесĕрех тĕлĕрсе кайнă. Ир енне сасартăх хаяррăн кĕрĕслетнĕ сасăпа вăраннă. Йĕри-тавра бомбăсем çурăлнă, тӳпере самолетсем вĕçнĕ. Вокзалта халăх хĕвĕшнĕ. Веселов ниçта тарса пытанма пĕлмен. Апла та капла чупкаланă хушăра сасартăк станцири буфет кантăкĕ чăнкăртатни илтĕннĕ. Веселов та буфета вăркăнса кĕнĕ. Унта çынсем чупкаланă. «Вăрçă! Вăрçă!» тени кăна илтĕннĕ, пурте эрех кĕленчисене тустарма тытăннă. Веселов та вĕсемпе пĕрле хутшăнса кайнă. Вара пурин çинчен те маннă, бомбăсем çурăлнине те илтми пулнă. Миçе кун та миçе каç тата мĕн чухлĕ ĕçнине хăй те пĕлмест. Кайран çак буфетра ĕнтĕ ăна нимĕç салтакĕсем вăратнă та станцири пушă сарая сĕтĕрсе кайнă. Унтан кунта, Дятловăна, илсе килнĕ.
– Мухтав сирĕн салтаксене мана вилĕмрен çăлнăшăн, – терĕ вăл, Вольдемар çине тӳррĕн пăхса.
Оберштурмфюрер ăна ĕненмерĕ, унран çар службинче мĕнле чаҫсенче пулни çинчен ыйтма тапратрĕ.
– Манăн золотуха, начальник тосподин. Ак кунта, мăйра, куратăр-и, шăтан-юхан чирĕ пулнă. Ун пеккисене Хĕрлĕ Çара илмен, – мăйри суран çĕввике кăтартрĕ Веселов.
Вольдемар каллех ăна тимлĕн сăнаса пăхрĕ. Ун умĕнче сарлака хулпуççиллĕ, çӳллĕ çамрăк çын тăрать. Ярханах вăл, пиçиххисĕр, хром атти тусанпа вараланнă. Нихăш енчен те ăна чирлĕ теме çук. Чăннипе калать-и вăл Вольдемара е чеелехĕпе çавнашкал сӳпĕлтетет-и?
– Калăр-ха, Веселов господин, эсир ăçта çуралнă? Аçта ĕçленĕ? – малалла тĕпчерĕ Вольдемар.
– Эпĕ кунтисем мар, начальник господин, Смоленск хулинчен, – кăшт та тытăнса тăмарĕ Веселов.
Оберштурмфюрер татах ăнланмарĕ. Татах темскер улталасшăн мар-и-ха ăна ку çамрăк? Смоленск хулинче пурăнаканскер, вăрçă пуçланнă каçхине мĕншĕн Новоельня станцине пырса лекнĕ вăл?
Веселов ку ыйтăва та лăпкăнах ăнлантарса пачĕ. Вăл Смоленскра облаçри потребкоопераци системинче товаровед-снабженец-мĕн. Вăрçă тухас умĕн облсоюз правленийĕн председателĕ хушнипе Новогрудокри пир-авăр фабрикине тавар туянма кайнă пулнă. Каялла таврăма тухсан, Любчăран килекен «кукушка» пуйăспа Новоельня станцине çитсен, тепĕр пуйăса кĕтнĕ вăхăтра, вăрçă пуçланнă.
– Сирĕн документсем ăçта? – татах ыйтрĕ Вольдемар.
– Пĕлместĕп, начальник господин. Те сирĕн салтаксем илнĕ вĕсене, те хамах çак буфетра çухатнă...
Вольдемар урăх ыйтмарĕ. Кăштах чĕнмесĕр ларчĕ те коридорти дежурнăй-часовоя чĕнсе кĕртрĕ, ăна Веселов аллине тимĕр тăлă тăхăнтарса путвала илсе кайма хушрĕ.
Оберштурмфюрер Вольдемар эрнене яхăн ĕнтĕ Дятлово хулине оккупациленĕ хыççăн арестланĕ çынсене çакăн пек тĕпчет. «Шанчăксăр» тесе путвала – тĕрĕсрех каласан, икĕ хутлă шкул çурчĕн кочегаркипе кладовойне – хупнă çынсен шутне вăл пĕлмест. Никамран ытла ăна коммунистсем, партиле совет активисчĕсем кирлĕ. СД управленинчен панă список тăрăх вуншар çынна тĕрĕслерĕ ĕнтĕ, çавах, вырăссем каларăш, нихăшне те «тăрă шыв» çине кăлараймарĕ. Çакă ăна тарăхтарма пуçларĕ. «Вилсе, çĕрсе пĕтчĕр те, коммунист-большевиксене тупмасăр пĕр çынна та путвалтан кăлармастăп», – тесе çӳреме тапратрĕ вăл, анчах мĕн чухлĕ тăрăшсан та, арестленĕ совет çыннисем хушшинче провокаторсем çук-ха. Килĕшмеççĕ иккен совет çыннисем фашистсен агенчĕ пулса хăйсен тăванĕсемпе юлташĕсене сутма.
Вольдемар аллинчи списокра Веселов ячĕ çук. Çавах вăл халиччен тĕпченĕ çынсенчан ăраснарах пек, урăхларах пех туйăнчĕ. Хăйне паттăррăн, хăюллă, шикленюсĕр, çирĕп те уççăн тытнă пек курăнчĕ. Ултавлă туйăм-и тен, – Вольдемара Веселов темшĕн килĕшнĕ пек пулчĕ. «Вăт çакăн пек çынсене хамăр майлă ĕçлемелле тусанччĕ...» – сĕтел хушшинче шутласа ларчĕ вăл.
Тепĕр кун ĕçе пынă-пыман Вольдемар телефонпа бургомистр заместителĕ, медицина шефĕ Дерябин патне шăнкăравларĕ, ăна йăпăртлăха хăй патне килме чĕнчĕ
Дерябин нумай кĕттермерĕ. Вольдемар ăна ăшшă йышăнчĕ, диван çине ларма сĕнчĕ.
– Эпĕ сире пĕр ĕçпе чĕнтĕм, Дерябин господин, – кулкаларĕ вăл.– Эсир Смоленск хулинче çуралса ӳснĕ çын, çапла вĕт? Арестленĕ çынсем хушшинче сирĕн ентеш тупăнчĕ. Паллашас килмест-и? Хе-хе! Вăл этемпе эпĕ сирĕн умăрта калаçасшăн. Кунсăр пуçне тата вăл çын çар службинче пулман тени мана кăштах иккĕлентерет. Эсир опытлă хирург, ку ĕçре мана пулăшасса шанатăп.
– Сире пулăшасси вăл – манăн тивĕç, – терĕ Дерябин. – Аçта вăл?
Вольдемар дежурнăя чĕнсе кĕртрĕ те путвалтан Николай Веселова илсе килме хушрĕ.
Вăрçăччен район больницинче аслă хирург вырăнĕнче ĕçленĕ Александр Михайлович Дерябина паласа илсен Веселовăн çанçурăмĕ сăркăлтатрĕ. Мĕне пĕлтерекен япала ку? Вĕсем ĕнер килкартинче тĕл пулнăчче «Палларĕ-ши вăл мана?..» – ун чухнех иккĕленӳллĕ шухăш пырса кĕчĕ Веселова. Халĕ акă Дерябин кунта, ларать. «Сутăнчăк, сутрăн, эппин, – тепĕр хут çӳçенсе илчĕ Веселов. – Калатчĕç çав вăл священник ывăлĕ пулнă тесе...» Вĕсем пĕр-пĕрне лайăхах пĕлеççĕ. Нумаях та пулмасть, пĕр уйăх каялла кăна-ха, Дерябин Новоельня çывăхĕнчи тăлăх ачасен санатори-шкулне пырса кайнăччĕ. Вăл ачасен сывлăхне тĕрĕслерĕ, вĕсемпе калаçре. Киле ăна, Дятлово район центрне, санатори машинипе Веселов леçсе ячĕ. Çавăн чух вăл унпа табак туртма пăрахасси пирки сăмах хускатнăччĕ.
– Ирĕк-кăмăл вăйĕ кирлĕ, вара нимле эмелсĕр-мĕнсĕрех пăрахăн, – канаш пачĕ ăна Дерябин. – Никамран ытла вăл хăвăнтан, ху тăрăшнинчен килет. Акă халь сана ирĕк-кăмăл вăйĕ!
– Эсир ăçта çуралнă терĕр-ха, Веселов господин? – илтĕнчĕ Вольдемар сасси.
Веселов мĕнле пулсан та хăйне лăпкă тытма тăрăшрĕ.
– Гжатск хулинче, начальник господин. Унтан Смоленскра пурăннă.
Вольдемар куç айĕпе Дерябин еннелле пăхса илчĕ.
– Унтан Мускава çитме инçе-и?
– Ᾰçтан, Гжатскран-и е Смоленскран-и? Гжатскран Мускава çитме çĕр сакăрвунă километр, начальник господин. Хăвăр умăрти карттăпа тĕрĕслеме пултаратăр.
– Аван. Смоленскра хăçантанпа пурăнатăр?
– Ултă уйăх вĕреннĕ, çичĕ çул ĕçленĕ, начальник господин.
– Апла вăл сирĕн тăван хула пулсатăчĕ, эппин?
– Питĕ пысăк хула вăл, Смоленск хули, начальник господин.
– Эсир пире хăвăр çинчен каласа парăр!
– Хаваслансах каласа паратăп, начальник господин.
Веселов пĕр такăнмасăр калама тапратрĕ. Вăл вуннă тултарсан, вĕсен çемйи Смоленск хулине пурăнма куçнă-мĕн. Ашшĕне потребкоопераци облсоюзĕн правленине суйланăран куçмалла пулнă вĕсен. Кайран ашшĕ хулара çурт лартнă. Вĕсен килĕ унта Иван Богослов чиркĕвĕнчен инçе мар пулнă. Ашшĕ вилсен, Николая техникумра вĕренме пăрахма тивнĕ, çав вăхăтра вăл снабжени базинче çамрăк шоферпа паллашса юлташланнă иккен. Шофер ăна машинăпа çӳреме вĕрентнĕ. Каярахпа Веселова хăйне шоферсен курсне вĕренме янă.
– Çитет, – малалла калама чарчĕ ăна Вольдемар. – Калăр-ха, Веселов господин, сире Хĕрлĕ Çар службине мĕншĕн илмен?
– Ана ĕнерех каласа патăм сире, начальник господин.
Вольдемар лăпланнă пек пулчĕ те Дерябина Веселовăн мăйĕнчи суран çĕввине тĕрĕслесе пăхма хушрĕ. Дерябин, васкамасăр тăрса, Веселов патне пычĕ. Веселов ирĕксĕрех шăл çыртрĕ, хирурга çивчĕ куçпа пăхрĕ. Çак самант уншăн чи хăрушă, чи йывăр самант пулчĕ. Дерябин та ун çине çивĕччĕн пăхрĕ. Унтан: «Ну, çамрăк çын, лăпкă пулăр-ха», – тесе, сулахай аллипе Веселов мăйне тытса пăркаларĕ. Вара, каялла çаврăнса, ерипен диван патнелле утрĕ. – Йăхран пыракан золотуха, господин офицер.
Диван çине ларсан, вăл Веселовран çапла ыйтрĕ:
– Сирĕн, çамрăк çын, аçăр е аннĕр шăтан-юхан чирĕпе чирлемен-и?
– Анне чирленĕ, господин, – типсе ларнă тутине çуларĕ Веселов.
Вăл лăштах сывласа ячĕ. Пӳлĕннĕ кăкăрĕ уçăлчĕ.
Мĕне пĕлтерет ку? Нивушлĕ ăста хирург финка çĕççипе аманса юлнă çĕвве шăтан-юхан чирĕнчен уйăрса илме. пултараймарĕ вара? Веселов нихçан та золотухăпа чирлемен вĕт-ха. Вăл йĕре 1939 çулта шурă финсем лартса хăварчĕç. Аманнă вырăна Веселов хăй сисмесĕрех шăлкаласа илчĕ. Гестапо офицерĕ Вольдемар медицина шефĕ Дерябин хирург каланине ĕненчĕ пулас. Вăл Веселовран ăçта кайма шутланине пĕлме тăрăшрĕ. – Смоленска, – темшĕн питĕ васкаса каласа ячĕ Веселов.
Вольдемар питĕнче кулă палăрчĕ.
– Çук, Веселов господии, эсир Смоленска каяймастăр. Унта фронт. Сирĕн кунта юлмалла пулать.
– Ну, кăна суятăр, начальник господин. Сирĕн çарсем Смоленска çитейĕç-ши вара?
Вольдемар мăнкăмăллăн тӳрленсе ларчĕ.
– Эпир Смоленска кăна мар, .кĕçех сирĕн Хĕрлĕ Мускава çитетпĕр акă. Илтрĕн-и?.. Аçта ĕçлеме кăмăллатăн?
– Апла пулсан... Эсир ăçта хушатăр...
– Полицие ĕçлеме ярсан?..
– Полицие-и? Ой, пулас çук. Ку таранччен алла пăшал тытса курман, начальник господин. Хăратăп.
Чылайччен нихăшĕ те чĕнмерĕç. Вольдемар куç вĕçертмесĕр Веселова сăнарĕ.
– Ну, мĕнле, шутласа пăхрăр-и?
– Çук, – пуçне пăркаларĕ Веселов. – Пултараймастăп эпĕ унта, начальник господин. Сире чăрмав кăна кӳрĕп. Мирлĕ ĕçе хăнăхнă эпĕ.
– Апла пулсан, пире конюх кирлĕ, – Дерябин çине пăхса илчĕ Вольдемар. – Ну, мĕнле?
– Эсир хушсан... мана укçа пултăр.
– Юрĕ. Унчченлĕхе Дерябин господин патĕнче ĕçлетĕр. Унăн пӳлĕмне çуса тасататăр, тирпейлетĕр. Ун хыççăн тепĕр хут калаçăпăр.
– Тав тăватăп, начальник господин. Эпĕ хатĕр.
Халĕ ĕнтĕ Веселов Вольдемар патĕнчен Дерябинпа пĕрле тухрĕ. Аялти хута ансан, Дерябин «Бургомистр заместителĕ» тесе çырнă алăк умĕнче чарăнчĕ. Ун-кун пăхкаласа илчĕ те, ниçта та никам çуккине курсан, хăвăрттăн пăшăлтатма тытăнчĕ:
– Маттур, Николай. Санăн ирĕк-кăмăл вăйĕ çителĕклĕ. Халех санаторие вĕçтер. Ачасене нимĕç оккупанчĕсен аллинчен çăлас пулать. Вĕсене паян-ыран Германие илсе кайма хатĕрленеççĕ. Ку ĕçе ниепле те вăраха хăварма юрамасть. Ун пек кун пек килсе тухас-мĕн пулсан, эсĕ мана пĕлместĕн, эпĕ сана палламастăп. Халех кай. Кайран, тен, кунта сана пĕлекенсем тупăнĕç. Вара мĕнпур ĕç пĕтсе ларĕ. Халĕ эпĕ сана шетнике шыв тултарма хушнă пулам. Асăрхаса ĕлкĕреймерĕм те – эсĕ тарнă. Уншăн хам явап тытăп. Анăçлă çул пултăр, Николай.
«Ачасене? Шăпах çав ачасене çăлассишĕн çӳренĕ чух фашистсен аллине лекрĕм. Тата... Ачасемпе пĕрле ытти çынсем, ĕçлекенсем, пур-çке унта, санаторинче...».
– Ну, хăвăртрах тата. Хăвăртрах, – васкавлăн пăшăлтатрĕ Дерябин.
Веселов пурне те ăнланчĕ, хăй ăнланнине пуç сĕлтсе пĕлтерчĕ. Йӳле пилĕк кĕпине шăлавар айне чиксе тирпейлерĕ. Дерябин ăна хытă асăрханма хушрĕ. Урама тухсан, Веселов тарăннăн сывласа илчĕ, йĕри-тавра сăнаса пăхрĕ. Чиркӳ умĕпе ун патнелле полици тумĕ тăхăннă çын килет. Чим, Оскар мар-и çакă? Çавă. Навроцкий. Райпотребсоюзăн апат-çимĕç склачĕн заведующийĕ пулнăскер. Вăл хăвăрт утать, Веселов патнелле çывхарать.
Веселов урам кĕтессинелле пăрăнса тарма шут тытрĕ, анчах... Навроцкий ăна палларĕ пулас. Мĕн тумалла?
Шкул çурчĕ умĕнче, инçетре те мар, шурă «мерседес» çул çинчех ларать. Ун патĕнче никам та çук. Хăйсене ытлашшех ирех шанаççĕ мĕн-ха халлĕхе каппайчăк гитлеровецсем. Машинăна çынсăрах хăварнă. Веселов ун патне ыткăнчĕ, машина алăкне уçса, руль умне кĕрсе ларчĕ.