ВĂРĂМТУНАСЕМПЕ СТАРИК

Яковлев Иван Яковлевич

ВĂРĂМТУНАСЕМПЕ СТАРИК

 

Пĕр старик çулла вăрманта канма выртнă тет. Вăрăмтунасем пыраççĕ тет те ун патне: «П-и-ч-ч-е-п-ĕ-ч-ч-е-н», – тесе калаççĕ тет. Пĕри çапла каласа каять тет, тата тепри пырать тет: «П-и-ч-ч-е-п-ĕ-ч-ч-е-н», – тесе калать тет. Старик выртрĕ-выртрĕ тет те: «Халĕ пĕри ĕçсе кайрĕ; эсир мĕн пĕчченĕ, темиçенĕн!» – тесе калать тет. Старик сăхманĕпе чипертерех пĕркенсе выртрĕ тет те çыртма паман тет вара.