Вǎрǎм мǎйлǎ жираф

Сарби Раиса Васильевна

Утать кӗллин-келлӗн

Ярапа шлепкеллӗ

Питӗ вӑрӑм мӑйлӑ жираф.

Ачасем чупаҫҫӗ –

Тӗлӗнсе супаҫҫӗ.

Йытӑсем вӗреҫҫӗ: Хав-хав-хав!

 

Жи-жи-жи-жи-жи

Жи-раф...

Питӗ вӑрӑм мӑйлӑ жираф.

Халӑх пӑхкалать кӑн-кан:

– Ǎҫта танккан?

Хӗвӗшет ҫын ун тавра.

Кӑшкӑрашрӗ пӗр павра:

– Кай-кай-кай! Вӑт тӑрнаккай!

 

Африкӑран килнӗ

Артист ятне илнӗ -

Çулпала пырать жираф.

Гастроле вӑл тухнӑ,

Тус-юлташсем пухнӑ,

Тум-юмлавӗ унӑн – пысӑк лав!

 

Жи-жи-жи-жи-жи

Жи-раф...

Питӗ вӑрӑм мӑйлӑ жираф.

Вӑл утать юрласа,

Хӑйне хӑй ырласа:

– Хӗвеле чуп тӑвап питӗнчен!

Çӑлтӑрсем пуҫтарап тӗм ҫинчен.

 

Юрататӑп эп пурнӑҫа,

Шав шанатӑп шеп ӑнӑҫа.

Шӑрӑх ҫӗртен килтӗм,

Халӑх пилне илтӗм,

Сирӗн ҫӗрсем тӑрӑх

Халь утатӑп йӑрӑ.

Чаплӑ артист эпӗ!

Паллӑ артист эпӗ.

 

Халӑх тӑрать хапхасем патӗнче,

Ҫăварне карса тӗлӗнет;

– Ах, тӗнче!

Мӗн катемпийӗ ку?! Ай, тур-тур!!

Ачасем хуравлаҫҫӗ маттур:

Жи-жи-жи-жи-жи

Жи-раф

Гастроле килнӗ.

Пулать курав.