ВӐРӐ КУШАК

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Кушак пӳртре
Мăр-мăр мăрлать,
Сар чӳлмекрен
Хăйма вăрлать.
Тытрăм хăйма
Вăрлакана,
Ура тапса
Вăрçап ăна:
– Кун пек ялан
Эс хăтлансан
Шăши тытма
Йăлтах манан!