Вăйă
– Манăн пур карап.
– Кăтарт!
– Акă. Тинĕс ярап.
Винтисем вăрт-варт!
Ĕнтĕ кур, епле ишет!
Икĕ енĕ – хум та хум.
Çыннисен чăлт шурă тум.
Килĕшет-и?
– Килĕшет.
– Эп пулатăп капитан! –
Терĕ çирĕппĕн Çтаппан.
– Пит аван.
Ман трактор пур.
– Кăтарт!
– Ак вăл. Кур,
Çаврăнчĕ вăрт-варт.
Лăпкă, уçă ирпеле
Кĕрлеттерчĕ хирпеле.
Тытăнчĕ сухалама,
Çереме çавăрттарма!..
Ну, мĕнле?
– Тĕлĕнмелле!
– Тракторист пулатăпах! –
Терĕ харсăр Аристарх.
– Пит аван.
Пĕл, манн мĕсек?
– Кăтарт!
– Самолёт. Вĕçекенскер.
Акă старт.
Сан ăçта çитмелли пур?
Лар. Çĕкленчĕ. Урр-урр-урр!..
Шывсем урлă, тусем урлă
Вăл вĕçет. Кам курн ?
– Курнă!
– Эп каятăп летчика! –
Терĕ паттăр Ваçинка.
Пит аван ку.
– Сан мĕн пур?
– Ман салтак пăшалĕ.
Акă, кур –
Тăшмана ăшалĕ!
Халь те, мирлĕ вăхăтра.
Чикĕре салтак тăрать.
Чап-мухтав çав паттăра!
Çар пит вăйлă пулмалла…
Эп тухап генерала, –
Терĕ çивĕччĕн Ваçук.
– Аманнисем пур е çук?
Урăра шăрпăк лартсан-и,
Пӳнĕре кăштах кассан-и,
Кил кунта часрах, тăванăм!
Шурă бинт тем чухлĕ манăн, –
Терĕ савăнăçлăн Анюк.
– Тинĕсре те ишрĕмĕр,
Сывлăшра та вĕçрĕмĕр,
Çĕнĕ çерем уçрăмăр,
Чип-чипер вылярăмăр, –
Аманнисем çук!