Вăйă юррисем

Песни, потешки, прибаутки

    Чĕвĕл ту, чĕвĕл ту,
Чĕвĕл туя каяр-и?
Эс те чипер, эп чипер,
Тимĕр туя каяр-и?
Чипер ача, кил кунта,
Усал ача, кай кунтан.
Калта пулса касса тух,
Çĕлен пулса шуса тух!
Кăш-кăш, кăш кăшман,
Ир те пулать, каç та пулать,
Çу та пулать, кĕр те пулать,
Пире çаплах кăлармаççĕ.
Кăш-кăш, кăш кăшман,
Сывлăм та ÿкет, тăм та ÿкет,
Çумăр та çăвать, юр та çăвать,
Пире çаплах кăлармаççĕ!

Вĕл-вĕл вĕлтĕрен,
Вĕлтĕренĕн ăшĕнче
Саркайăкăн чĕппи пур.
Эс те чипер, эп те чипер,
Чăн чиперри — сик тух!
Сик-сик, кĕтес, сик, кĕтес,
Сикмессерен — пĕр кĕтес.
Малти кĕтес, кайри кĕтес,
Сулахай кĕтес, сылтăм кĕтес,
Мана пуласси хăш кĕтес?
Сик, кĕтес!