Вǎй виçни

Азамат Светлана Васильевна

– Акă сан карта, акă ман карта,

Эс те пĕр патша, эп те пĕр патша.

Эпĕ – ку енче, эсĕ – леш енче,

Вăрçăлла выляс, вăй виçсе пăхас.

Эпĕ çĕнтерсен – тыткăна лекен,

Ман умра, асту, пĕшкĕнсе çӳрен.

Эсĕ çĕнтерсен – эпě парăнмас,

Эпĕ сан умра пуç тайса тăмас.

– Çитăр, ку вăййа эпĕ выляймас,

Юлташпа вăрçма асатте хушмаç.