Вăйă илемĕ

Ижендей Николай Петрович

    Ешĕл чăрăш кăмăлне
Тăрар вăйă картине,
Çĕнĕ çул ачисем,
Пуринчен маттуррисем!

    Кĕтнĕ хăна Хĕл Мучи
Çĕн ĕмĕте çитерет.
Ай, мучи, чун уççи,
Тулли михĕпе килет.

    Чипер аппа Юр пике
Юр пĕрчи пек вĕлкĕшет.
Ай, пике, Юр пике,
Кил илемне сăн кĕртет.