Вĕçекен кӳле

Лисина Ева Николаевна

Тахçан авал Çĕньялпа Атăк хушшинче тинĕс пек кÿлĕ çуталса выртнă. Тарăнччĕ, тет. Тасаччĕ, тет. Темле тарăн пулсан та, кимĕпе пынă чух тимлесе-тимлесе пăхсан, кÿлĕ тĕпĕнче çăлсем палкаса тухни çаплах курăнатчĕ, тет. Ушкăн-ушкăн кайăк кăвакал, хуркай-ăк аннă çакăнта, темле асамлă шурă кайăксем ишсе çӳренĕ. Таврара пуртă курман вăрман кашланă.

Пĕррехинче ман асатте хирьенчи палла тăракĕ патне каять. Çулла пулнă ун чух. Чăтма çук шăрăх тăнă. Хамăр енпе − вăрман сулхăнĕпе, шыв-шур уççипе — пынă чухне аванах пулнă-ха асаттене, ак, тухать те хирьенне, пуçа чикме çук вĕтелентерет ăна ирĕк çĕрте пĕччен хуçаланакан хĕвел. Пĕлĕшĕ патне аран çитсе ÿкет.

−Ах, мĕнле пурăнатăр кунта? Пĕрех хут сирĕн вăрманлă-шывлă çĕрелле куçса каймалла! — тет асатте.

− Асаттесен çĕрĕ! Асаттесен çĕрĕнчен ниçта такаймастпăр! — хуравлать пĕлĕшĕ.

— Апла пулсан, пурăнăрах ĕнтĕ, çакăнтах пурă-нăр!— тет ман асатте.—Эпир те аслаттесен вырăвĕнче пурăнатпăр, аслаттесем аслă вăрманлă, çутă кÿлĕллĕ вырăна суйласа илнĕ те, пурăнатпăр ĕнтĕ каш-каш йывăç хушшинче, йăлтăр-йăлтăр шыв хĕрринче!

Палла тăранĕ чĕнмест.

− Сирĕн кунта вăрман таврашĕ çук та, хĕлле мĕнле ăшăнкаласа пурăнатăр вара? — тĕпчет асатте.

− Улăм çунтаратпăр.

− Аре, улăм лайăх çунать пулĕ-ха вăл, палл! Кăна хыпса илет пуль! Пирĕн арăмсем ăна тивертме те пĕлмеççĕ пуль! Эпир хамăр юман вутти хутатпăр та! Улăмне ăна выльăха сарса паратпăр.

Чунĕ килелле туртать асаттене, ун часрах хамăр вăрманпа хамăр кÿлĕ сулхăнĕнче ларас килет. Палла тăранĕ ярасшăн мар — выртса кай та выртса кай! Выртса тăма-и-ха? Тухать те вăркăнать килнелле! Утнă çĕрте утать, чупнă çĕрте чупать! Мĕнле килне çитет, çапла вăлта ярса тытать! Хапхине уçса, вунă утăм тăвать те кимĕ çине кĕрсе те ларать вăл! Шывĕ йăл-йăл, кимми йăр-йăр, пуллисем йăмпăлт та йăм-пăлт! Асатте пулă тытма ларать. Ларать вăл кĕмĕл çулçăллă хăва айĕнче савăнса-хĕпĕртесе-рехетленсе, хăйпе хăй калаçса.

− Эй, мĕскĕн хирьенсем! Мĕнле пурăнаççĕ-ши çав çынсем? Аре, çапла ĕнтĕ вăл, кил-çурта улăмпа ăшăтсан, пÿрт тăррине витмелĕх те юлмасть. Хĕрринчи çурт çине пăхма та хăрушăччĕ, çивиттийĕ хуралса, шăтăк-путăклансах кайнăччĕ. Аре. Мăян та шăтса тухнăччĕ пулмалла. Аре. Ĕнтĕ хĕрĕмсен хирьенне каймалла ан пултăр! Эп, айванĕ, чухлаймастăп-ха: вĕсен арçыннисем сунара ăçта çÿреççĕ-ши? Хĕрĕсем ăçтаçырлана каяççĕ-ши? Ачисем шăхличĕсене мĕнрен касса тăваççĕ-ши? Ăстариккисем ăçта пулă тытаççĕ-ши?

Асатте çăрттан хыççăн çăрттан, уланкă хыççăн уланкă туртса кăларать, киле кимĕ тулли пулă тытса таврăнать.

Кун иртет те, çывăрма выртаççĕ. Асаттене пăчă темскер, ниепле те çывăрса каяймасть. Йывăр çумăр килмест пулĕ-çке тесе, картишне тухать те вăл сехĕрленсе ÿкет. Сĕм-тĕттĕм. Çÿлте темскер кашласа шуса пырать. Хуралтăсем тăр-тăр-тăр чĕтренеççĕ. Пĕтĕм йывăç шатăртатса авăнать. Кÿлĕ енчен шапăр-шапăр! каш-каш! туни илтĕнсе тăрать. Улăм витнĕ пÿрт тăрри кашăлл! çĕкленет те лашш! каялла анса ларать. Асатте пĕр юпаран çатăрласа тытнă та ни вилĕ, ни чĕрĕ тăрать. Каш-каш! тăвать çÿлте шăваканни, чашш! чашш! сапать сивĕ шывпа. Чыхăнса вилсе выртманни кăна ĕнтĕ асаттен. Ак пÿрт тăрри тепре хашăлл! шăтăр-шатăр! тăвать те, темскер лапсăркка йĕпе капан евĕрлĕскер, асатте çумĕнченех шуса иртет иккен çав вăхăтра.

Тавралăх уçăла пуçлать майĕпен, Кашлани-чаш-лани лăпланать, ушкăн-ушкăн хуркайăк вĕçсе иртнĕ пек, вăй-вăй-вăй тени çеç илтĕнсе тăрать. Ак, пĕтрĕ пуç! Асатте лачăрах каять — пÿрт тăрри ăçта вĕсен? Çемйи уласа йĕрет. «Халь кăна витрĕмĕр-çке, халь кăна витремĕр-çке!» − макăрать ман асанне. Урамра халăх шавлать: «Мĕн пулнă?» та «Мĕн пулнă?»

Ак, ял хĕррине чупса тухаççĕ. Айтурах! Пирĕн кÿлĕ ăçта? Пирĕн вăрман ăçта? Хăшĕсем сăхсăхаççĕ, теприсем хĕвеле пуççапаççĕ.

− Пирĕн кÿлĕ вĕçсе кайнă вĕт! − тесе кăшкăрса ярать те ман асатте çĕре тĕшĕрĕлсе анать.

− Пĕтрĕмĕр! Пĕтрĕмĕр! Ырра мар ку! — хуйхăрать пĕтĕм халăх.

Ак тата! Сулахай Киркки (ман Эверкке кумăн аслашшĕ пулать ĕнтĕ вăл!) пĕтĕм çемйипе хурах кăшкăрса чупать. Арăмĕ икĕ ачине йăтнă, тепри, амăш аркинчен çакланса, хыçран сĕтĕрĕнсе пырать. Сулахăй Киркки куççульпе макăрать.

− Ялйыш! Пире килтен хăваласа кăларчĕç!

− Камсем?

−Пĕлместпĕр! Маччана çĕмĕрсе кĕчĕç! Аран тухса тартăмăр! Пулăшсамăр!

Халăх пуртă-сенĕк йăтать те Сулахайсем патне ыткăнать. Йăпшăнса пырса, пĕри чÿречерен пăхать.

− Мĕн унта? — ыйтаççĕ ыттисем.

− Урайĕнче сысна выртать!

− Сысна?!

− Тăватă урине те хуçнă − тăраймасть!

− Сысна мар ĕнтĕ вăл! Пирĕн сыснасем маччаран сикмеççĕ!

Хăшпĕрисем сехри хăпнипе каялла тараççĕ. Хăюçахсем çеç тăрса юлаççĕ. Шалтан хашш! хашш! сывлани илтĕнет.

− Ури çине тăриччен кĕрер пуль! − тет пĕри, чи хăюлли.

Иăпшăнса-йăпшăнса пыраççĕ те алăка ярр! уçса яраççĕ. Урайĕнче виçĕ çулхи мăнтăр сысна пек пулă выртать! Сулахайсен пÿрт тăррине çĕмĕрсе, маччине шăтарса урайне ÿкнĕскер! Пулли сухине хускаткаласа хашш! тăвать те, çынсем кăпăр-капăр каялла чакаççĕ, çакăнса тăракан сăпка маччана çити сикет.

− Пусас ку пулла! − тет хайхи Сулахай Киркки.

− Ах, Киркка, пĕчĕк ачусене те пулин хĕрхен, ан тив, ан тив ку пулла, тем курса тăрăпăр!− йĕре-йĕре ÿкĕтлет ăна арăмĕ.

Ыттисем те çак ăслă арăм майлă.

− Вĕрентсе ан тăрăр! Кунта эп хуçа, пулă манн урайне ÿкнĕ, мĕн тăвас теп − çавна тăвап! − хивреленет Сулахай. Никама та итлесшĕн мар этем − туххăмрах пуйма шут тытнă пулĕ çав!− Пĕр шетник пулă тăварласа лартап! − тет те çĕçĕ туртса кăларать.

Мăнтарăн пулли! Темиçе сехет шывсăр выртса халсăрланнă ĕнтĕ вăл − хăштик-хăштик сывлать. Паттăрланса çитет Сулахай, пулла сухинчен ярса тытать.

− Атте, ан пус! − кăшкăрса ярать амăш аркинчен çакланнă ача. Сулахай аллинчи çĕçĕ йăкăшт тухса ÿкет: ара, виççе çитсе, пĕр сăмах каламан ачи калаçма пуçларĕ те!

− Ачам, калаçма пуçларăнам? Эпир сана нимуй пулать тесе çунса тухатпăр вĕт! — савăнса йĕрсе яратьСулахай.− Ан хăра, пусмастăп! Ырă пулла пуссан, ял ухмахĕ кăна мар, тĕнче ухмахĕ пулап вара эп!

Пулла чун кĕрет: хÿрипе çăтăл-çатăл тутарать.

− Атте, чÿречене уç! — тет хайхи ача.

− Киркка, чÿречÿне уç, часрах уç! — шавлать пÿртри халăх.

Чÿречине яри уçса пăрахать Сулахай. Пăравус пек хаш-хаш-хаш сывласа илет те пулă, чÿречерен хирĕнсе вĕçсе тухса, тÿпене çĕкленет. Туххăмрах куçран çухалчĕ, тет.

Çавăн чухне темĕн чул пулă ÿксе юлнă (вĕттисем пирки калап-ха эп), çынсем витри-витрипе пуçтарса кĕчĕç, тет.

Халь мĕн тумалла ĕнтĕ? Кÿлĕ çук, вăрманĕ те Çĕньял енчи çеç тăрса юлнă, Атăк енчи пĕтĕмпех вĕçсе кайнă. Вырт та вил! Этемĕн пĕрех пурăнас пулать, Асаттен тата пÿрт тăррине те юсамалла. Эрне иртет, халăх çавах лăпланаймасть-ха, сăмах-юмах кÿлĕ çинчен кăна. Ак пĕри (сĕре ăсли!) ыттисене ăнлантарать:

− Пирĕн кÿлĕ халиччен çумăр пулса çуса пĕтнĕ!

Тарăхса каять ман асатте.

− Пирĕн кÿлĕ çумăр пулса çăвас пулсан, чăваш çĕршывĕ тĕлĕнче пĕр чарăнмасăр çĕр çул чашлаттарса тăмалла! Тем, çумăр çуни çинчен шарламаççĕ-ха, пурçĕрте те шăрăхпа асапланаççĕ!

Кутамкка çакать те асатте тухса каять кÿлле шырама. Хамăр енче çитмен вырăн хăвармасть. Типме пуçланă çырмасем пур, тет, кÿлĕ таврашĕ курăнмасть, тет.Хайхискер, хирьенне çитет, палла тăранĕ патне кĕрсе тухма шутлать. Вăштăр-вăштăр уçă çил вĕрет, тет, ку енче, утнăçем утас килет, тет. Ак сана! Унччен тырри-пулли кăтьăр-катьăр кăна ларатчĕ, халь пĕкĕ курăнмалла мар, çĕлен шуса кĕмелле мар ÿссе кайнă! Ха, хĕрринчи пÿрт тăррине те çĕнĕрен витнĕ! Кил хуçи карчăкĕ те кунтах: пÿрчĕ çине çул варринчен ытараймасăр пăхса тăрать.

− Мĕнле пурăнан кинемей? — ыйтать ман асатте.

− Пурнăç мая кайрĕ ĕнтĕ, ыльăм, мая кайрĕ!

− Кинемей, сан пÿрт тăрри çĕнĕ-çке?

− Пăх-ха, ыльăм, пăх-ха: пуç турипе туранă пекех вĕт!

Тĕсесе пăхать те асатте сулăнсах каять. «Ман пÿрт тăрри вĕт ку, ман пÿрт тăрри! Йывăрлăхĕсене эп хамăр тапăр патĕнчен касса килнĕччĕ!» − тесе кăшкăрасшăн та мĕскĕн этем, анчах сасси тухмасть. Ак пĕр хăрушла шухăш хирĕнсе кĕрет те ун пуçне, вăл пÿрт тăрри çинчен те манса каять, сасси те уçăлать.

− Кинемей, ав çав, кăн-кăвакки, мĕн вăл?

− Кăн-кăвакки-и? Малашне ĕнтĕ чăмпăл-чăмпăл, шăмпăр-шăмпăр туса çеç пурăнатпăр пуль!

− Кинемей! − кăшкăрмаллипех кăшкăрса ярать ман асатте.− Ав çав, кăн-кăвакки, мĕн вăл?!

− Ыльăм, хăлхи хупланман-ха ман, витĕрех илтеп-ха. Кăн-кăвакки тавра унта сип-симĕсси ешерет!Малашне ĕнтĕ юман вутти çеç хутса пурăнатпăр пуль!

− Кинемей! − сехĕрленсе-тархасласа ыйтать асатте.− Ав çав, кăн-кăвакки, мĕн вăл?!

− Куками,− илтĕнсе каять пĕр нăйкăлти сасă,− эп Çуткÿл хĕррине пулă тытма каяп!

−Мĕнпе тытăн-ха, савнă мăнукăм?

− Алапах! Унта пулă кĕшĕлтетет кăна! Куками, пирĕн кÿлĕре сысна пысăкăш пулă пурăнать, тет. Çынсем курнă!

Чупать асатте, вăркăнать. Пирĕн кÿлĕ, тет, çав! Вăрманĕ те, кайăк-кĕшĕкĕ те − пĕтĕмпе, пĕтĕмпе пирĕн! Асаттен юратнă хăви те хăй вырăнĕнчех, анчах ун айĕнче леш нăйăлти ача хуçаланса ларать.«Çыртма йĕм! Кĕстÿн тытасшĕ! Сан юратнă йывăç мар вăл, ман юратнă йывăç!» − вĕчĕхет чунĕ тăвăнса килнĕ асатте. Тинех мĕн тăвайăн? Кайса ларать пĕр çинçе хурăн айне. Хурăнĕ йăнк-йăнк авăнать, асаттен чĕри туртса ыратать.

Шăв-шав тапратма та шутлать асатте, анчах мĕн усси? Кÿлли таçтан вĕçсе килнине тунса тăмĕç-ха хирьенсем, çын хуйхине ăнланакансем те пулĕç ку ялта, «илсе кай кÿллÿне» текенсем те тупăнĕç. Анчах мĕнле илсе каян ăна? Йăтса-и? Тиесе-и?

Ăçта кайса кĕрен? Каялла таврăнать асатте. Тепĕр кунне пĕтĕм Атăкĕ-Çĕньялĕ кÿлĕ патне каять. Каять те — пушăлла таврăнать.

Эп унта çулсерен кайса тăратăп. Ятарласа. Каймассерен сăваплă шывĕпе пит-куçа çуса килетĕп. Мана çакă тарăхтарать: мухтанаççĕ, мухтанаççĕ вара хирьенсем: «Пирĕн кÿлĕ!» те «Пирĕн кÿлĕ!» теççĕ. Мăшт тăрасчĕ! Вăл кам кÿллине атăксемпе çĕньялсем вĕсенчен лайăхрах пĕлеççĕ пулĕ.

Ватăлтăм та, çавах пурăнасчĕ-ха, хамăр кÿлĕ каялла вĕçсе киличчен пурăнасчё. Курасчĕ çав телейлĕ куна!

Эп мăнтăр пулла сĕре шанап − пусмарĕç вĕт-ха ăна пирĕн ялсем, ыррăнах кăларса ячĕç, нивушлĕ çавна манса каймалла вăл, нивушлĕ кÿлле калла çавăрса килмелле мар? Килмелле!