Уява хатĕрленни

Ижендей Николай Петрович

- Куян тус, ăçта каятăн,

Çил çавăрттарса чупатăн?

Васкатăн-им пахчана

Кăшлама купăстана?

- Эй, мĕскер вăл купăста?

Ман халь урăхла нуша:

Васкатăп-ха пасара -

Шурă кĕрĕк модăра.

Çĕнĕ юр уявĕнче эп

Çĕнĕ кĕрĕксĕр çӳремĕп.