Утмăл турат

Азамат Светлана Васильевна

Чăнах та-ши утмăл турат?» –

Шухăшларĕ Митрафан,

Утмăл турат чечекне

Тăпăлтарчĕ тымартан.

 

Пĕчĕк турат, пысăк турат –

Ай шутла-ать, муталаша-ать.

Утмăл, çитмĕл, сакăр вуннă –

Аташса кайма пулать.

Çеçкине шута илес тĕк –

Шучĕ татах хутшăнать.

 

«Пăрахмастăп эп сана,

Парнелетĕп Гальăна». –

Чечекне алра тытса

Вăл пырать йăл-йăл кулса.