УТАРТА

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Сар хĕрринчи вăрманта
Çăкалăхра, утарта,
Микуç мучи пурăнать,
Хурт ĕрчетет, хурт пăхать.

Пырсан утар патнелле
Пĕчĕк хула темелле:
Йĕркерен шур вĕллесем –
Пыл хурчĕсен çурчĕсем.

Ĕçчен вĕлле хурчĕсем –
Ылтăн-кĕмĕл çунатсем.
Пĕрре канма пĕлмеççĕ
Пыл пухаççĕ, ĕçлеççĕ.