Утакан утǎ купи

Ижендей Николай Петрович

Акӑ хӗл те ҫитрӗ. Ял ҫыннисем ҫывахри вӑрманта паши пӑрушӗпе амӑшне курни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Эпир Петюкпа мӗнрен кая - иксӗмӗрӗн те ҫав тӗлӗнтермӗш чӗр чунсене курасси килчӗ. Пӗр канмалли кун илӗм-тилӗмпех вӑрмана кайма пуҫтарантӑмӑр.

- Атя пӑшисем валли утӑ илӗпӗр, кучченеҫ пултӑр, - терӗ Петюк.

Анне пире йӗкӗр ҫӗклем илме ирӗк пачӗ. Акӑ эпир шӑллампа техӗмлӗ утӑ тиенӗ ҫунашкана туртса вӑрман ҫулӗпе утрӑмӑр. Çӳресен-ҫӳресен, чӑнах та, пӑши йӗрне асӑрхарӑмӑр. Пӗччен йӗр. Чӗрнисем юр ӑшне тарӑн путман.

- Пӑши пӑрушӗ ку, - тетӗп.

- Амӑшӗнчен ҫӗтсе юлнӑ-ши? Тен, ватӑ пӑшие сунарҫӑсем тытнӑ, - пӑшӑрханчӗ Петюк. Эпир йӗр тарӑх кайрӑмӑр.

- Пире курсан пӑши пӑрушӗ тарса ҫухалӗ. Атя пытанатпӑр, - сӗнӳ пачӗ шӑллӑм.

Эпӗ килӗшрӗм. Çунашка ҫинчи утта кӗлтен-кӗлтен ҫыхса ашӑк турӑмӑр та пӗркентӗмӗр. Аякран пӑхсан пире чӑн-чӑн утӑ купи темелле. «Утӑ купи» хуллен вӑрманалла шурӗ.

Тем вӑхӑтран вӑрмана ҫитрӗмӗр. Уҫланкӑра пӑши пӑрушӗ курӑнса кайрӗ. Утӑ купине курсан вӑл тӳрех чупса пырать пулӗ тенӗччӗ. Çук иккен. Асӑрхануллӑ чӗр чун сӑмсине ҫиле хирӗҫ тӑрса шӑршларӗ. Пӗчӗкскер пулин те таврана мӑнаҫлӑн тинкерчӗ. Сылтӑмалла, су-лахаялла, утӑ купи ҫине куҫ ывӑтрӗ. Ирӗклӗ чӗр чун. Çут ҫанталӑк пехилленӗ сыхлӑх туйӑмӗ ӑна чӑтлӑха кӗме хистерӗ.

- Пурнӑҫ ӑна асӑрхануллӑ пулма вӗрентнӗ, - тетӗп эпӗ. - Усал шухӑшлӑ ҫынсен ҫӑткӑнлӑхне тӗшмӗртнӗрен пире те шанмасть.

Çапах та Петюкпа иксӗмӗрӗн кӑмӑл тулчӗ - ирӗклӗхе кӑмӑллакан пӑши пӑрушне ҫывӑхранах курма май килче-ҫке.

Кучченеҫлӗх илсе килнӗ утта уҫланкӑ варрине купаларӑмӑр та килелле утрӑмӑр. Пӑши пӑрушӗ ҫитӗрин - пӗчӗкскерне инкекре пӑрахма юрамасть. Кӗтмен ҫӗртен шӑллӑм сӗнӳ пачӗ:

- Коля, ҫитес канмалли кун каллех вӑрмана килсе пӑши пӑрушне тӗлентерер-и? Утӑ купине утма вӗрентни темех мар - атя ӑна йӗлтӗр ҫине тӑратса чуптаратпӑр.

- Çилпе ӑмӑртмалла, - килӗшрӗм эпӗ кулкаласа.