УТĂРА

Растворцев Андрей Васильевич

Ай шăрăх çунтарать,

Çурăм тăрăх тар юхать.

Çитрĕм кăнтăр апатне

Улăха атте патне,

Патăм çăкăр, квас, хăяр.

Вăл калать: «Маттурăм, лар»,

Ĕлкĕртĕмĕр çеç çиме –

Эп пикентĕм ĕçлеме.

Типсе çитнĕ паккуса

Чикĕм-чикĕмĕн йăтса

Хутăм эп капан çине,

«Йышăн», – терĕм аттене.

Савăнчĕ аттемĕр: «Эх,

Иккĕн, – терĕ, – иккĕнех».