УТĂРА

Яковлев Иван Яковлевич

УТĂРА

 

Виçĕ çын утта кайнă тет. Вĕсен лаши лачакана путса ларнă тет. Çыннисем пĕри Каринкке ятлă, тепри Емелкке ятлă, висççĕмĕшĕ Çаманкка ятлă пулнă тет. Çаманкка калать тет:

Как быть, Каринкке? Епле тăвас, Емелкке? – тесе калать тет.

Каринкки калать тет:

Çапла тăвас, Çаманкка! – тесе калать тет. Лашине аран туртса кăларнă тет вара.