Çутçанталăк

Загадки, пословицы, поговорки

    Виççĕр утмăл пилĕк шăнкăрчă,
аллă икĕ чавка, вуникĕ кăвакарчăн
пĕр çăмарта тунă, тет.
(Çулталăк.)

Çеçенхирте ват юман,
ват юманăн вуникĕ турат,
вуникĕ туратра аллă икĕ йăва,
аллă икĕ йăвара çичшер çăмарта.
(Çулталăк хушши.)

Вуникĕ ăмăрткайăк,
аллă икĕ чана
тата виçĕ çĕр утмăл пилĕк шăнкăрчă
пĕр çăмарта йăтса кайнă, тет.
(Çулталăк, уйăх, эрне, кун.)

Çичĕ тăван пĕрин
хыççăн пĕри хăвалаççĕ.
(Эрне.)

Амбар урлă кăвак лаша пăхать.
(Шурăмпуç.)

Сулхăн чатăр уçăлмасăр
хурт-кăпшанкă тапранмасть.
(Хĕвел тухни.)

Ылтăн алăк уçăлĕ,
хурт-кăпшанкă тапранĕ.
(Тул çупгăлни.)

Хусантан указ килмесĕр
тимĕр алăк уçăлмасть.
(Тул çутăлни.)

Хусантан саккун килмесĕр
хăма çурăлмасть.
(Хĕвел тухни.)

Хусантан ылтăн турпас килсе ÿкĕ.
(Хĕвелĕн малтанхи çути.)

Вăрман урлă сарă каччă курăнĕ.
(Хĕвел.)

Хĕрлĕ хёр пĕлĕт тăрăх çÿрет.
(Хĕвел.)

Чи пăхăп, йăл кулăп.
(Хĕвел пăхни.)

Чÿречерен йĕс кисĕп кĕрет.
(Чÿречерен хĕвел кĕни.)

Юман кутне юн тăкнă.
(Хĕвел анни.)

Аслăк çинче çăкăр выртать.
(Уйăх.)

Асанне пÿрчĕ умĕнче
çур çăкăр çаканса тăрать;
йытăсем вĕреççĕ, хыпса илеймеççĕ.
(Уйăх.)

Икçĕр утмăл вĕт кайăк,
тĕменпеле пĕр кайăк.
(Çăлтăрсемпе уйăх.)

Пуç тĕлĕнче кĕмĕл çĕрĕ выртать.
(Çăлтăр.)

Пÿрт çинче тĕрĕллĕ тутăр выртать.
(Çăлтăрсем.)

Пÿрт тăрăнче пÿстĕрле кĕпе выртать.
(Çăлтăрсем.)

И эпирччĕ, эпирччĕ,
эпир çирĕм пинĕнччĕ:
пĕр пĕркенчёк айне пуçтарăнтăмăр,
çутăличчен салантăмăр.
(Çăлтăрсем.)

Йĕри-тавра пашалу,
варринче çăкăр.
(Уйăхпа çăлтăр.)

Йĕтем çине пăрçа сапрăм,
Ахмат тухрĕ пуçтарчĕ.
(Çăлтăрсем сÿнни.)

Çунатсăр—вĕçет, урасăр—чупать.
(Çумăр пĕлĕчĕ.)

Янасал ялт,
Ураскилт хÿлт.
(Аслатипе çиçĕм.)

Аслăк çинче тимĕр кăвак лаша кĕçенет.
(Аслати.)

Çеçенхир варринче ылтăн туя вылять.
(Çиçĕм.)

Вĕлт турăм, вĕлле хыçне пытантăм.
(Çиçĕм.)

Аçтăрханта вутă касаççĕ,
турпасĕ кунта сирпĕнет.
(Çиçĕм.)

Мана çынсем кĕтеççĕ,
эп килнине курсанах,
пурте тарса пĕтеççĕ.
(Çумăр.)

Пĕри тăкать,
тепри ĕçет,
виççĕмĕшĕ ÿсет.
(Çумăр пĕлĕчĕ, çĕр, йывăç-курăк.)

Алтрăм-алтрăм,
алтăр тупрăм;
алăш-пилĕш парне пачĕ,
хурама кёрÿ пылне пачĕ.
(Çумăр çуса тумла юхни.)

Атăл урлă хĕлĕх карнă.
(Асамат кĕперĕ.)

Пÿрт урлă вĕрен ывăтрăм.
(Асамат кĕперĕ.)

Пĕвĕ те-пур, сăнĕ те пур, тытма тăрсан, нимĕн те çук.
(Шыв.)

Юхать, юхать—юхса пĕтеймест,
чупать, чупать—чупса çитеймест.
(Юханшыв.)

Тĕрмит-тĕрмит, сикки тĕрмит.
(Шыв хумханни.)

Тулта купа, пÿртре шыв.
(Юр.)
Вăхăтăн-вăхăтăн тĕнчене шур пир саратăп.
(Юр.)

Вĕçет—чĕнмест, выртать —чĕнмест,
вилсен—шавлать, чарăнма пĕлмест.
(Юр çуни, ирĕлсе шыв пулни, юхни.)

Хапха умне кÿпĕннĕ сурăх выртнă.
(Юр керчĕ.)

Мамăк тÿшек çинче ĕнчи пĕрчи выртĕ.
(Юр çинче сивĕ чухне юр пĕрчи йăлтăртатса выртни.)

Ай-уй! Ан тивех, ÿкетĕп.
(Пас.)

Шăнкăр-шăнкăр туй килĕ,
чÿрече умне пай ларĕ.
(Чÿречене пас тытни.)

Катаран пăхрăм—ката вăрман,
патне пытăм—пай вăрман.
(Тĕтре тытни.)

Алăк хыçĕнче Тянька ташлать.
(Тăман.)

Чупса-чупса пынă чух,
кĕмĕл çĕрĕ тухрĕ ÿкрĕ,
ăна уйăх курчĕ,
хевел илчĕ.
(Пас ирĕлни.)

Алăсăр-урасăр курка чавать.
(Тумла юхни.)

Сăмсасăр кăвакал пăр шăтарать.
(Тумлам.)

Пуртăсăр, савăлсăр, сăвайсăр кĕпер хывать.
(Пăр шăнни.)

Алăсăр-урасăр кĕпер хывăп.
(Пăр шăнни.)

Хĕлле хулăн тумтирпе выртать,
çулла çĕтĕлсе пĕтет.
(Çырмари пăр.)

Шывра çуралать, шывран хăрать.
(Пăр.)

Шывра путмасть, вутра çунмасть.
(Пăр.)

Хусантан указ килмесен,
тимĕр сакă тапранмасть.
(Пăр кайни.)

Чупса-чупса пынă чух,
Кĕмĕл çĕрĕ тухса ÿкрĕ;
ăна уйăх курчĕ—илмерĕ,
хĕвел килчĕ—илсе кайрĕ.
(Сывлăм.)

Уйăх курать, хĕвел илет.
(Тăм типни.)

Çын курать, хĕвел илет.
(Сывлăм типни.)

Шăлсан, шăлса ямалла мар;
çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла мар;
вăхăт çитсен, хăех каять.
(Мĕлке.)

Алăсăр-урасăр алăк уçать.
(Çил.)

Çеçенхирте туман урапа кусать.
(Çавраçил.)

Вутра çунмасть, шывра путмасть.
(Япала мĕлки.)

Тăршшĕ тем тăршшĕ,
çÿлĕшĕ курăкран лутра.
(Çул.)

Вăрмантан вăрăм, курăкран лутра.
(Çул.)

Хăй курмасть, ыттисене кăтартать.
(Çухрăм тункати.)