Çут çанталăк

Загадки, пословицы, поговорки

    Аслати авăтмасăр асамат кĕпер хывмасть (Пока гром не прогремит, радуга не появится).
Автан та ахаль авăтмасть (И петух без причины не поет).
Аслăк айĕнчи автан ахаль авăтмасть (Петух под навесом даром не поет). Ср. рус. Старый ворон даром не каркнет.
Анчăк хыççăн Парпус чупать (За щенком бежит Барбоска).
Анаталла шырасан шывăн вĕçне тупаймăн (Если искать начало реки вниз по течению, то не найти). Золотницкий, 1871.
Ăвăс хитре те, хуппи йÿçĕ (Осина красива, но кора ее горька). Ефимов Н. Рукописъ 80-х гг.
Ăçта чечек, унта пыл пулать. Пер. рус. Где цветок, там и медок.
Ăçта така, унта пĕтĕм кĕтÿ. Пер. рус. Где баран, там и все стадо.
Ăсан хыççăн чăхă вĕçсе çитеймĕ (Курице не угнаться за тетеревом). Николъский, с. 51.
Ăсан хыççăн вĕçекен чăххăн пĕсехи çурăлнă (У курицы, летящей за тетеревом, зоб лопнул). Иван Мучи, 1937.
Подражая гусю, грач вывихнул лапки. Бурят.
Ăшши — ĕне уйăхĕ, сивви — лаша уйăхĕ (Теплый месяц — ради коровы, холодный — ради лошади). Эсхелъ. Пурнăç илемĕ. 1948.
Ăшăх кÿлĕ çулла ăшă, хĕлле сивĕ пулать (Вода в мелком озере летом теплая, зимой холодная).
Ватă хурама хăвăл пулать (Старый вяз бывает с дуплом).
Вăхăт çитсен йывăç çулçи те тăкăнать (Придет пора, и лист с дерева упадет). Яковлев И., 1952.
Вăрмана кайсан кайăк сасси илтмесĕр çук (Если пойдешь в лес, то непременно услышишь птичьи голоса). Ашм., 438.
Виçĕ кунхи тиха пуртă аврине тапса хуçнă (Трехдневный жеребенок лягнул и перешиб оглоблю). Ашм., 395.
Вутă пĕтмесĕр çунмасть (Дрова не горят без того, чтобы не сгореть). Николъский, с. 86.
Вут çунать, тĕтĕм тухать (Дрова горят, дым идет). Ср. рус. Без огня дыму не бывает.
Вут пек вăйли çук, çил пек усалли çук (Нет ничего сильнее огня, нет ничего злее ветра). Никольский, с. 87.
Вутăн алли те, ури те вăрăм (У огня и руки, и ноги долги). Юркин, 1907.
Вутпа шывăн алли вăрăм (У огня и воды руки длинные). ЯковлевИ., 1952.
Вутта вăйсăр чух сÿнтерме хушнă (Велено тушить огонь, пока он не усилился). Ашм., 411.
Вут-кăварпа алхасма хушман (С огнем шалить не велено). Ашм., 410.
Выçă йытă хытă çыртать (Голодная собака больно кусает). Ашм., 1295.
Ĕне хырăмне арпа пăсмасть (Мякина не вредит корове). Николъский, с. 110.
Ĕне çиллинче сĕт йÿçмест (В вымени коровы молоко не скиснет).
Иртнĕ çумăра юпах тихапа ан та хăвала (За прошедшим дождиком не гонись на годовалом жеребенке). Ашм., 145.
Йытăпа кушак типĕ тытмаççĕ (Собака и кошка посты не соблюдают).
Йытта тилĕ тума çук (Собаку не сделаешь лисицей). Ашм., 301.
Йытă варне çу пăсмасть (Собачьему брюху масло не вредит). Ефимов Н. Рукописъ 80-х гг.
Йăмра ялта ÿсет, çирĕк — çырмара (Ветла растет в деревне, ольха — в овраге).
Кайăксем килмесĕр çуркунне пулмасть (Весна не наступит, пока птицы не прилетят).
Качака хыççăн каякан сурăх пуçне çухатнă (Овца, следуя за козой, себе погибель нашла).
Качакан сухалĕ вăрăм та, ăсĕ кĕске (У козы борода длинная, а ум короток). Ашм., 482.
Качака купăста касма ăста, сысна паранкă кăларма ăста, кушак хуран тасатма ăста (Коза мастерица капусту рубить, свинья — рыть картофель, кошка — чистить котел). Ашм., 481.
Кашкăр пулăшсан вăрăм туна та лашана ÿкерет. Месарош, 1912.
Пер. рус. С помощью волка и комар одолеет лошадь. Кашкăртан йытă пулас çук (Из волка не выйдет собаки). Ашм., Кашкăра тем чулччен тăрантарсан та вăрманаллах пăхать. Ашм., 486.
Пер. рус. Волка сколько не корми, он все в лес смотрит.
Кашкăра хырăм выççи вăрмантан хуса кăларать (Волка голод из лесу гонит). Месарош, 1912.
Кашкăра ури тăрантарать. Ашм., 485, 493. Пер. рус. Волка ноги кормят.
Кашкăра шăлĕ тăрантарать (Волка зубы кормят). Месарош, 1912.
Кăвакал кÿллине кура чăмать (Утка ныряет, смотря по озеру). Юркин, 1907.
Кăткă пысăк мар та, çапах тăвайкки чакалать. Ашм., 567.Пер. рус. Муравей не велик, а горы роет.
Кĕрхи шăна хытă çыртать. Пер. рус. Осенняя муха больнее кусает.
Кĕркунне ула курак та пуян (Осенью и ворона богата). Патмар, 1953.
Кĕрт йытги кĕрет çыртать (Гулящая собака сразу нападает). Ср. рус. В гурти и беззубая собака лютует.
Кунпа çĕр танлашнă чухне хĕлпе çур тавлашать (Во время равноденствия зима с весной состязаются). Эсхелъ. Йăлăмри юрă. 1955.
Çăхан куçне çăхан чавмасть (Ворон вороне глаз не выклюет). Месарош, 1912.
Кушак сĕт курать те, анчах тути кĕске. Ашм., 555. Пер. рус. Видит кошка молоко, но рыло коротко.
Кушака упа тума çук (Кошку не сделаешь медведем). Ашм., 553.
Кушак та çемçерех вырăн шырать (И кошка любит мягкое местечко). Юркин, 1907.
Лашаран ăйăр пулас çук (Мерина не превратишь в жеребенка). Патмар, 1953.
Лачакари каска çĕрнĕ, тип çĕрти — çĕр çултан тин çĕрнĕ (Колода, лежащая в топком месте, сгнила, а которая в сухом месте — сгнила только через сто лет). Ашм., 590.
Макра кушак ырхан пулать (Пискливая кошка всегда худая).
Мяукающая кошка не ловит мышей. Осет.
Мулкачăн хăлхи вăрăм та, хÿри кĕске (У зайца уши длинные, да хвост короток).
Пурари шăши выçă вилмен (Мышь в закроме с голоду не подохнет). Припалов, 1954.
Пусăра пулă пурăнмасть (В колодезной воде рыба не водится).
Пулă пуçĕнчен çĕрме пуçлать, йывăç — варринчен (Рыба тухнет с головы, дерево гниет изнутри). Соотв. рус. Рыба с головы гниет.
От головы рыба смердит. Укр. Рыба гниет с головы. Мар. Рыба с головы тухнет, тополь с сердцевины гниет. Тув. Рыба с головы воняет. Груз. Рыба с головы своей гниет, а камыш — с корня. Азерб.
Пур хур та шурă пулмасть, кăвакки те пур (Не все гуси белые, есть и серые).
Пăши хыççăн — пăрушĕ (За лосихой — лосенок).
Пăр çÿхе пулсан путса анасси часах (Если лед тонок, то скоро можно провалиться). Ашм., 735.
Пĕрре алăран вĕçерĕннĕ тăманана тытма ан шухăшла (И не думай вновь поймать сову, раз выпущенную из рук). Ашм., 751, 776.
Пĕр выльăх хыççăн пур выльăх та каять (За одной скотиной идет все стадо). Ашм., 752, 768.
Пĕр çул путене мăнтăр пулать, тепĕр çул — карăш мăнтăр (В один год перепелка жиреет, в другой год — дергач). Шемуршин. шк., 1957.
Пĕчĕк юхан шыв та çыранне ишет (И маленький ручеек разрушает свои берега). Припалов, 1954.
Пыл хурчĕ хăйĕн йăви тĕлне манмасть (Пчела не забудет, где ее улей). Яковлев И., 1952.
Сар кайăкăн савнасси çаран ути çуличчен (У луговой пташечки радость только до сенокоса). Ашм., 1299.
Сар мăйăра хурт çинĕ (Спелый орех источен червяком). Эсхелъ. Атăл çинче. 1935.
Сивĕ çитмĕл çулхи старике те вун çич çулхи йĕкĕт тăвать (При морозе и дряхлый старик превращается в молодца). Юркин, 1907.
Çилĕн çунат çук, шывăн турат çук (У ветра нет крыльев, у воды — сучьев). Ашм., 940.
Çил тухмасăр тăман тапранмасть (Без ветра буран не подымется). Припапов, 1954.
Çил вĕрмесĕр йывăçсем хумханмаççĕ (Без ветра деревья не гнутся). Ашм., 939.
Ветер не подует, лист не шелохнется. Мар.
Çил ăçтан, çумăр унтан (Откуда ветер, оттуда и дождь).
Çурхи çанталăк çур ăслă, кĕрхи çанталăк кĕтĕк ăслă (Весенняя погода полоумная, осенняя погода с коротким умом). Ср. рус. Весна и осень на пегой кобыле ездят. Весна непостоянна, как лицо мачехи. Кит.
Çуркунне упа та ура çине тăрать (Весною и медведь подымается).
Çуркунне турпас та айлă-çийлĕ выртать (Весной и щепка на щепку лезет). Аслан. Вăтăрмĕш çулсем. 1955.
Çулла ÿпре чĕрĕлет (Летом мошкара оживает). Патмар, 1953.
Çумăр йĕпетсен те, хĕвел типĕтет (Если дождь намочит, то солнце высушит). Ашм., 1000.
Çĕр çинче çил, вут тата шыв хăватлă (На земле могущественны ветер, огонь и вода). Ашм., 1012.
Çĕр кÿлĕре çĕр тĕрлĕ шыв теççĕ (Во многих озерах и вода разная). Аслан. Вăтăрмĕш çулсем. 1955.
Тухас çăлкуçĕ çул тăваткăлĕнче те тухать (Если воде суждено пробиться, то и на перепутье ключ пробьет). Артемьев. Салампи. 1956.
Тĕве çăмне кĕве çиет (Сукно из верблюжьей шерсти моль портит).
Тăмана яланах йывăç тăррине ларать (Сова всегда садится на самую вершину дерева).
Тăмана урине тăм тивмен (Сова не отморозит свои лапки).
Тукмака тăлăп кирлĕ мар (Волку тулуп не нужен).
Тумлам шыв тинĕсе пулăшать (Капля воды морю прибыль). Яковлев И., 1952.
Хăрман турат çĕре ÿкмест (Живая ветка с дерева не сорвется).
Хур хыççăн автан Атăл урлă каçаймĕ (Петуху за гусем не перелететь через Волгу). Ашм., 1190.
Хур кайăк хыççăн кепшĕл тапраннă (За дикими гусями сойка собралась). Никольский. Этнограф. заметки. 1911.
Хура чăххăн та çăмарти шурă (И у черной курицы яичко белое).
Хуппи сарă та, тĕшши хуртлă (Скорлупа ореха хоть желтая, ядрышко червивое). И в красивом яблоке черви водятся. Мар.
Хĕрĕнчи турата кайăк нумай ларать (На крайнюю ветку птицы садятся).
Хăрăк хырăн сухăр çук (У сухой сосны живицы не бывает).
Хитре чечек çине пыл хурчĕ ларатех (На красивый цветок как не сядет пчелка). Артемьев. Юрату юррисем. 1953. Соотв. рус. На хороший цветок и пчелка летит. Хĕвел çук чухне уйăх та çутатать. Ашм., 1223. Пер. рус. И месяц светит, когда солнца нет.
Хĕвел çинче те пăнчă пур (И на солнце есть пятна). Соотв. рус. И на солнышке есть пятна. И на солнце есть черные пятна. Мар.
Уйăх çути — çул çути, хĕвел çути — кун çути (Месяц освещает ночной путь, солнце — краса дня).
Уйăх кашни кунах çаврăнмасть (Не каждый день нарождается новый месяц). Припалов, 1954.
Улăм ăшĕнче шăши шăнса вилмен (В соломе мышь не замерзнет). Эсхель. Çĕрпе кăвак тÿпе. 1945.
Упа урине çуласах хĕл каçать (Медведь всю зиму проводит лизанием своей лапы). Соотв. рус. Медведь одну лапу сосет, да всю зиму сыт живет.
Упрен ĕмĕрĕ ик эрне (У мошки век всего две недели). Юркин, 1907.
Чакак патша хĕрĕ уттипе утас тесе хăй уттине манса кайнă тет (Сорока, желая подражать походке царевны, разучилась ходить). Уяр. Шурча таврашĕнче. 1952.
Чакакăн хÿри вăрăм та сăмси кĕске (У сороки хвост длинный, да клюв короткий).
Чакакăн менпур сăвви те пĕрре анчах (У сороки всего одна песня). Ашм. Синтаксис. I.
Ворона все одну и ту же песню поет. Мар.
Чăхă пĕрчĕн сăхсах тутă пулать (Курочка помаленьку клюет, и то сыта бывает). Юркин, 1907. Ср. рус. Всякая птица своим носом сыта.
Чĕкеçĕн хÿри юплĕ, çĕленĕн чĕлхи юплĕ (У ласточки раздвоен хвост, у змеи — язык). Ашм., 1136.
Шăши пысăк мар та, шăлĕ вăрăм (Мышь сама небольшая, а зубы у ней длинные). Месарош, 1912.
Шăши хăйĕн хÿринчен вăрăм çиеймест (Мышь не съест длиннее своего хвоста).
Шăши шăтăкĕ тинĕсе пулăшĕ (Мышиная нора морю помогает).
Шăши шăкĕ тинĕсе пулăш (Мышиная моча морю прибыль). Ашм., 1272. И одна капля морю прибыль. Мар. Извержение лягушки — прибыль озеру. Тат. Моча лягушки, и та добавка морю. Бурят. Морской воде и капля полезна. Тув. И мышиная моча прибыль для моря. Азерб. Маленькие потоки образуют реки, а реки питают моря. Осет.
Шĕшкĕ шекĕле шĕкĕ çиет (Станок из орехового дерева жучок точет).
Шурă акăшăн та çунат вĕçĕнче хура тĕк пулать (И у белого лебедя на конце крыла бывает черное пятнышко).
Шур çăмартан çĕвви çук, лашан мăйраки çук, ĕнен çилхи çук (У белого яичка нет шва, у лошади нет рогов, у коровы нет челки). Ашм., 1260.
Шăпчăк чĕкеçрен ирттерет (Соловей опередит ласточку). Ашм., 1258.
Шăнкăрчă та шăпчăк пек шăхăрма пĕлет (И скворец по-соловьиному свистеть умеет).
Шыв çулне тупать (Вода себе дорогу найдет). Ашм., 1255.
Шывăн туратти çук тытмашкăн (У воды нет сучков, чтобы удержаться). Ефимов Н. Рукописъ 80-х гг.
Шыв пуçĕнчен пăтранать (Река загрязняется с истока). Федоров-Минюк, 1954.
Шывпа вутта шанма çук (На воду и огонь надеяться нельзя). Эсхель. Пурнăç илемĕ. 1948. Соотв. рус. Огню и воде не верь.
Юман аван та, варри хăвăл (Дуб как будто хорош, но с дуплом).
Юр йĕп çĕрти пек шăтăкран пĕр пасма кĕрет (В отверстие, величиной с игольное ушко, попадает целый пудовик снегу). Ашм., 315.
Япалан тумĕ тулă, ăшĕ пулă пулать (У иной вещи внешность пшеничная, а внутри — рыба костистая). Ашм., 287.