ӲССЕН ЭСӖ КАМ ПУЛАН?

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Эпĕ ыйтрăм Ленăран:
«Ӳссен эсĕ кам пулан?»

Лена: «Летчик пулап, – тет, –
Самолетпа вĕçеп», – тет.

Эпĕ ыйтрăм Тольăран:
«Ӳссен эсĕ кам пулан?»

Толя: «Тухтăр пулап, – тет, –
Çын чирлесен – чĕртеп», – тет.

Эпĕ ыйтрăм Кольăран:
«Ӳссен эсĕ кам пулан?»

«Комбайнер эп пулап, – тет, –
Ылтăн тулă вырӑп», – тет.