Çуркунне

Полорусов-Шелеби Николай Иванович

    Акă епле çуркунне!
Хĕвел хытă пĕçертет,
Вут хунă пек шăратса
Сивĕ юра пĕтерет

Кулса тăнă евĕрлĕ
Хĕвел пăхать çуталса;
Сивĕ йĕрсе, çухăрса,
Тарать куççуль юхтарса.

Кĕпĕрленсе, кĕрлесе,
Сĕлтĕшленсе, шăранса,
Йăлтăр-йăлтăр курăнса,
Çырмасенче пăр каять;

Шăкăлтатса калаçса,
Шăнкăртатса, шавласа,
Пĕр-пĕрне хăваласа
Пыра-пыра капланать.

Сăртсем, тусем, çеремсем
Уйсем—колхоз хирĕсем,
Симĕс пустав витĕнсе,
Хатĕрлеççĕ çимĕçсем.

Пур çĕрте те чăр та чăр,
Кайăк сасси илтĕнет;
Хура вăрман, çеçенхир
Пурçăн тумтир тăхăнать.