Çурхи кунсем

Ыдарай Николай Васильевич

    Пуш уйăхĕ – март
Ака уйăхĕ– апрель
Çу уйăхĕ - май

Аван-и, çуркунне!

Атте, анне тата эпĕ урамра çÿретпĕр.
Аван-и, çуркунне! — терĕ анне утса пынă çĕртенех чарăнса.
Ăçта çуркунне?—тĕлĕнсе ыйтрăм эпĕ.
Ăçта пултăр, куç умĕнчех,— ăнлантарма тытăнчĕ анне. — Авалхи çынсем çуркуннене чĕрĕ çын пек курнă, ун çинчен питĕ нумай сăвă-юрă çырнă, сăнарлă ÿкерчĕксем тунă. Ăна çывăх тăван пек кĕтсе илнĕ, хаклă хăна пек ăсатса янă. Çав йăла пирĕн асăмăрта паян кунчченех упранса пурăнать.
Ку, тĕрĕсрех каласан, çуркунне те мар-ха, çуркунне палли кăна,— терĕ атте. Вара вăл та çуркунне çинчен калаçма пуçларĕ.
Атте-анне сăмахĕсенчен эпĕ çакна ăнлантăм. Çанталăк ăшăтнипе автан ĕçмелĕх шыв пухăннине çуркунне палли теççĕ иккен. Çуркунне палли хыççăн тепĕр уйăхран тин юр кайма тытăнать. Тата çакна та ăнлантăм: çуркунне виçĕ пайран тăрать-мĕн:
Март — çуркунне пуçламăшĕ.
Апрель — çуркунне тÿпи.
Май — çуркунне вĕçĕ.
Эпĕ çав пулăмсене сăнаса пăхас тетĕп-ха: тĕрĕсех килеççĕ-ши вĕсем? Эсир те сăнас пăхăр-ха, тусăмсем.

Авă килет

Авă килет, авă килет
Аслă çулпа автобус—
Автобуспа ларса килет
Авăк хÿре Автан тус.
Акă çитрĕ, акă çитрĕ,
Ак чарăнчĕ автобус—
Автобусран анса юлчĕ
Авăк хÿре Автан тус.

Ак тинех...

Ак тинех
Килсе çитрĕ çуркунне,
Килсе çитрĕ çурт умне.
Кулленех
Сар хĕвел кулса пăхать—
Савăнма туссем пухать.
Ак кĕçех
Вĕçсе килĕç кайăксем—
Капăр тумлă юрăçсем.
Шÿкĕр çех
Темшĕн питĕ кулянать:
Куçĕнчен куççуль тумлать.

Автобуспа çÿрекен

Автобуспа халиччен
Эп пĕчченçĕ çÿремен.
Автобуспа çÿрекен
Пассажир пулать иккен.
Ма йăл кулса ларатăп,
Савăнатăп питĕ ир?
Мĕншĕн тесен пулатăп
Паянтан эп пассажир!

Аквариум

Кĕленче аквариум—
Килти пĕчĕк океан:
Кунта çуккă пысăк хум,
Тăвăл та тухмасть нихçан.
Кунта вĕтĕ пулăсем
Вăй выляççĕ кунĕпе,
Анчах мĕншĕн-ха вĕсем
Калаçмаççĕ пирĕнпе?
Çамрăк пулă чĕпписем
Ма хăраççĕ сас тума?
Çăвар тулли шыв сыпсан
Майлă мар çав калаçма.

Ăсату

Хур кайăксем вĕçнине
Эп тăратăп сăнаса.
Инçе çула вĕсене
Асататăп ыр сунса.
— Ашă енчи çĕрсене
Сĕт çулĕпе вĕçĕрех,
Тăван çĕре çуркунне
Çу çулĕпе килĕрех.
Эпĕ ырă суннине
Хур кайăксем итлеççĕ,
Тав сăмахĕ вырăнне
Кикак! тесе иртеççĕ.

Алăсем

Акă вăл, акă вăл,
Алă тени çакă вăл.
Алă тенĕ япала
Çÿрет икĕ ятпала.
Пĕрин ячĕ — Сулахай,
Пур ĕçре те пăлахай.
Тепри хăйне Сылтăм тет,
Кашни ĕçшĕн хĕпĕртет.
Сылтăм пĕлет ĕç тума,
Сулахай ма ун пек мар?
Ай-хай, тусăм Сулахай,
Ан пул эс тек пăлахай!
Ĕçлĕх вăя ÿстерет,
ÿркев хала пĕтерет!

Анчăк килĕ

Ак ĕнтĕ те мак ĕнтĕ,
Анчăк килĕ çак ĕнтĕ:
Алăкĕ ун — çаврака,
Алăк хуçи — Хураçка.
Алăк хуçи — Хураçка,
Ытла та усал, ваçка.
Хăтсăр çынна курсанах
Хыттăн вĕрет яланах.

Апат вăхăчĕ

Кун йĕркине пĕлмелле:
Кунне виççĕ çимелле.
Пĕчĕккисен ÿснĕ чух
Ытларах çисен те чух.