Урине-кăткă

Зотова Галина Вячеславовна

Урине яланах ěмěтленме юратнă.

- Анне, манăн кăткăсем патěнче хăнара пулса курас килет. Мěнлерех-ши вěсен пурнăçě? Тěмě ăшěнче питех те кăсăклă пулě, - тенě амăшне Урине. - Мěнле кураççě-ши, мěнле тупаççě-ши çула весем?

Унччен те пулмарě: «Эпě сана пулăшатăп», - сасă илтěнсе кайрě. Урине умěнче асамçă тăрать иккен. Хěр ачана вăл кěмěл мерчен тесе пěчěк çаврашка тыттарать. Пуç пÿрнепе ун çине пуссассăнах эсě кăткăсем патěнче хăнара пулатăн тет.

Урине савăнсах каять, нумай та шутласа тăмасть, мерчен çине пÿрнипе пусать. Тÿрех кăткăсен патшалăхне çитсе тăрать.

Кăткăсем кěшěлтетеççě кăна. Пурте ěçлеççě: пěри курăк туртать, тепри ăна пулăшать. Виççěмěшě хьф йěппине сěтěрет. Пěр Урине кăна нимěн те тумасть. Çапла кун хыççăн кун иртет.

- Манăн кăткăсен патши пулас килет, - тет вăл хăйěнчен мěншěн ěçлеместěн тесе ыйтсан. - Патша вăл ěçлемесěрех пурăнать.

Çак сăмахсене илтсен кăткăсен чăн патши çилленсех каять.

- Тěрĕс мар калатăн эсě, Урине, - тет. - Патшан пуринчен те нумай ěçлемелле, пуриншěн те тăрăшмалла. Кам кăна кÿрентермест пулě пире, кăткăсене? Тин çеç пÿрт купаласа пěтеретпěр - урана пусса е тапса ăна аркатса та тăкаççě. Йытă та чавса тăкать, кайăк та чавать - каллех çурта çёнетмелле. Патшан мěнпур ěçе йěркелесе тăмалла.

- Манăн уйрăммăн пурăнас килет, - каллех кутăн-ланать Урине.

Урине-кăткăна уйрăм пÿрт туса параççě. Анчах пěччен пурнăç çăмăл мар. Кичем тата. Çапла Урине каллех кăткăсен йышне таврăнать.

Нумай пурăнать-и, сахал-и, Уринене çěр айěнче йăлăхтарса çитерет. Киле таврăнас, анчах епле? Киле епле таврăнассине асамçăран (кăткăсен патшалăхěнче вăл та çук!) ыйтма манса кайнă вăл.

Хěр ача-кăткă йěрсе ларнине шăрчăк курах каять те ăна пулăшма шутлать.

- Кахалланса ларнипе нимěн те пулмасть, - ăс парать шăрчăк тус. - Санăн ытларах ěçлес пулать. Вара эсă киле чиперех таврăнăн.

- Мěн тăвас тетěн, шăрчăк сăмахне итлемех тивет. Кăткăсемпе пěрле вăй хучě тет Урине, кунне-çěрне пěлмесěр. Ěçлерě-ěçлерě тет те кăткă-хěр ачаран каллех чиперкке хěр ача пулса тăчě тет.