УРАПА

Иванов Константин Васильевич

Юрă

- Шăлтăр-шăлтăр урапа,

Ăçта кайрăн, урапа?

- Кайрăм, кайрăм урапа

Утсем валли ут çулма.

- Шăлтăр-шăлтăр урапа.

Ăçта çултăн утăна?

- Çултăм, çултăм урапа

Парлак çинчи курăка.

- Кампа çултăн, урапа,

Кампа çултăн утăна?

- Çултăм, çултăм урапа

Атте тарçи Елеçпе.

Атте тарçи Елеç пур,

Унăн çави вырăсла:

Пĕр çавăрса кастарсан,

Ик ытама кĕрес çук.