Управçǎ Хукка

Растворцев Андрей Васильевич

Симĕс вăрман уçланкинче, сенкер кӳлĕ хĕрринче, ешерекен пахчаллă-анкартиллĕ ял ларать. Унти хитре, ăшă, таса çуртсенче ырă кăмăллă çынсем пурăнаççĕ. Çав çынсен пулăшса пыраканĕсем те пур: хĕрт-суртсем, картишçĕсем тата кăварçăсем.

Вĕсем хăйсене кил управçисем теме юратаççĕ. Кил управçисем пӳрт-çуртра йĕрке пултăр тесе тăрăшаççĕ, ăшăпа тасалăха тата хăтлăха упраççĕ, унтан та ытларах - ачасене пулăшма яланах хавас. Ачисем хăйсене мĕнле тытаççĕ, мĕнле çитĕнӳсем тăваççĕ - çавсене йăлтах сăнаса тăраççĕ.

Кил управçисенчен пуринчен те кĕçĕнни – хĕрт-сурт ачи Хукка. Питĕ вăр-варскер хăй, ларма-тăма пĕлмест. Пĕтĕм япала кăсăклă уншăн. Пурне те курасшăн Хукка, хăй аллипе тытса пăхасшăн. Кил хуçин ачисем шкула çӳреме пуçласан хайхискер çав ачасен хыçне кĕрсе вырнаçать те пĕрле кĕнеке вулама, шутлама хăнăхать. Лешсем алфавит вĕренеççĕ – Хукка та юлмасть вĕсенчен, юмах вулаççĕ – Хукка та илтерет кăна. Кĕнекисенче тата вуласа пĕлмелли çав тери нумай, çавăнпа вăл шкул ачисемпе пĕрлех тăрăшать.

Питĕ вĕренесшĕн пирĕн Хукка. Чăнах та, мĕнле лайăх вĕренни: кашни кунах мĕн те пулин çĕннине пĕлетĕн!

Ачасенчен килти ĕçе пурнăçланă чухне кам йăнăш тăвать, Хукка çав йăнăша пурте çывăрса кайсан тăрать те тӳрлетсе хурать. Кайран вара, ачи шкултан «пиллĕк» паллă илсе таврăнсан, ниçта кайса кĕрейми савăнать: сиккелет, кăшкăрашать, хăйне ырласа такмак та хывать: «Ай Хукка, ай Хукка, пултаруллă та Хукка!». Ĕçĕ ăннă чух яланах çапла савăнать вăл.

Ĕçĕ ăнасси вара унăн час-часах пулать, мĕншĕн тесен вăл кирек мĕнле ĕçе те хăех тăвать. Йывăç касса чутлать, савалать, савăт-сапа тĕплет, пăтă пĕçерет, кукăль таврашне те питĕ тутлă тăвать. Мĕн пĕлменнине те хăвăртах вĕренет. Çавăнпа та ĕнтĕ Хуккапа Çуткăç пăхса тăракан çурт яланах тирпейлĕ, унта пурте юсавлă, япалисем те йăлтах хăйсен вырăнĕнче.