УПАПА КǍТКǍСЕМ

Кадкин Лев Кириллович

Пĕррехинче эпĕ вӑрманта хамӑн тахçанхи пĕлĕшпе, Куян ятлӑ мулкачпа, тĕл пултӑм. Вӑл мана вӑрманта мĕн пулни-иртнине пĕлтерсех тӑрать. Ҫавсенчен пĕрне эпĕ сире те каласа парас терĕм.

«Пурӑннӑ тет пирĕн тӑрӑхра упа. Чӑн-чӑн утаман пулнӑ çав Мишша. Шав вӑйĕпе мухтанса çӳренĕ вӑл. Калӑпӑр, кашкӑра курать те алӑ панӑ чухне унӑн тяппине хĕстерсе лартать, лешĕ чӑтайманнипе çухӑрсах ярать. Упине çавӑ çеç кирлĕ, ахӑлтатса кулать кашкӑртан: «Эсĕ мĕн, кашаман, шӳт-кулӑша ӑнланмас-тӑн-им? Эпĕ сана сывлӑх сунатӑп, эсĕ пур - тӳрех ӳлеме тытӑнатӑн». Кашкӑрĕн кулас шухӑш-и, хытӑ чӑмӑртанипе унӑн шӑммисем шӑтӑр-шатӑр тӑваççĕ.

Тилле курать хайхи упа - ӑна асаплантарма тытӑнать: унтан та кунтан чĕпĕтет,            хӳринчен турткалать, лешĕ енчен енне кускалать кӑна. Упи çаплах: «Ну, тилĕçĕм, кӑтарт-ха пултарулӑхна, - тет, çыпӑçмаллипех çыпӑçатъ. - Сана капӑр пике теççĕ, вӑрманĕпе те сан пекки çук теççĕ. Атя çаврӑнкала-ха ман умра, кӑтарт-ха хӑвна. Юрать, тата тепре». Тилли йĕрсе яманни анчах, аран-аран вĕçерĕнет вӑл утаман аллинчен...

Пирнешкел вĕт-шакӑрӑн-и? Курӑниччен курӑнманни унăн куçне. Хӑлхаран ярса илет те - е унтан та кунтан çапать, е арçури пек кӑтӑклать, кулать. Вĕçерĕнсе тараймасан тӑна илет.

Ярса тытрĕ пĕррехинче хайхискер мана. Ǎçта кайса кĕрес? Мĕн те пулин тумаллах, атту пĕтетĕн. Чуна илет. Хӑю çитерсех калатӑп утамана: «Итле-ха, Мишша тете, пирĕн вӑрманта санран та вӑйлӑрах чĕр чунсем пур вĕт. Пĕлетĕн-и, санран вĕсем нимĕн чухлĕ те хӑрамаççĕ».

«Камсем вара вĕсем? Халех чĕн вĕсене ман пата, Курӑпӑр унта, хӑшĕ вӑйлӑрах!»

Эпĕ асӑрхануллӑн калатӑп: «Ҫу-ук, Мишша тете, ун пек май килмест. Хӑюллисем хисепе тивçлĕ. Эсĕ вӑй виçесшĕн пулсан хӑвӑнах каймалла вĕсем патне».

«Апла тӑк, - тет утаман, - ертсе кай мана вӑл паттӑрсем патне. Эп мӑн кӑмӑллӑ мар, анчах вӑрманта кам хуçа пулнине кӑтартатӑп вĕсене».

Ертсе кайрӑм хайхи хуçана кӑткӑсем патне. Тĕмĕ патне çитсен кӑтартрӑм: «Акӑ вĕсен килĕ. Акӑ кӑтки, пĕчĕк кӑна, анчах хӑйĕнчен темиçе хут пысӑкрах курӑка сĕтĕрет. Эс хӑвӑнтан йывӑртарах япалана çĕклеетĕн-и-ха?».

Кӑтка курсан упа мĕкĕрсе ячĕ: «Эсĕ мĕн, чалӑш куç, кулатӑн-и манран? Эпĕ халех санран та, кӑткусенчен те нимĕр тӑватӑп. Унччен тата вĕсен çурчĕ çине ларса илĕп кӑштах. Ҫирĕплĕхне тĕрĕслесе пӑхӑп». Ларчĕ хайхи кӑткӑ тĕмми çине. Кӑткӑсем ун пек мӑшкӑла тÿсчĕр-и вара? Пурте хÿтĕленме çĕкленчĕç. Вĕсем вырӑнтан хускалнине курса упа малтанах савӑнчĕ-ха: «Аха, паттӑрсем, тапрантӑр-и? Вӑрманта кам хуçа пулнине пĕлĕр ĕнтĕ малашне».

Кӑткӑсем тем самантрах ун çине хӑпарчĕç, çемçе вырӑнсене шыраса тупса сӑнӑ пек тӑрӑнчĕç, çыртма пуçларĕç. Упа малтан хыçкаланчĕ, хӑлаçланчĕ. Анчах тир патне çитсе ӑна çимеллипех çиме тытӑннӑ кӑткӑсенчен мĕнле хӑпайӑн? Упа тарӑхнипе кӑткӑ тĕммине тяппипе çĕклесе хӑй çине ывӑтрĕ. Ӗнтĕ пуç тÿпинчен пуçласа ури тупанĕ таранах кӑткӑ йӑшӑлтатать ун çинче. Кашниех çыртать. Утаман çапкалашать, çĕр çинче те йӑваланать, анчах ним те тӑваймасть. Упана шеллеме тытӑннӑскер: «Мишша тете, вĕçтер часрах кунтан, атту сана çисе яраççĕ вĕсем!» - тесе кӑшкӑртӑм эпĕ.

Ҫулне-йĕрне пӑхмасӑр тапса сикрĕ упа. Кӑткӑсенчен вӑл мĕнле хӑпса пĕтнине калаймастӑп, анчах çавӑн хыççӑн утаман унашкал тĕмĕсенчен тата манран пӑрӑнса çӳрет. Эп хам та унпа курнӑçасшӑнах мар. Хӑйне вӑрман хуçи текенскерĕн вӑйсӑрлӑхне кӑтартас килмест ĕнтĕ. Ҫакна йышӑнма мӑнкӑмӑллӑхĕ памасть-тĕр».