Упăте

Галкин Александр Алексеевич
Сисӗмлӗ-мӗн упӑте –
Шутламанччӗ ӗмӗрте!
Мӑйӑр патӑм та,
Тӳрех
Печӗ каялла пӗррех!
Лекнӗ хӑрӑкки иккен:
Ҫинӗ пек хаяр кинен
Сурчӗ лач!
Вара кайран
Ҫакӑнчӗ те туратран
Хӑйӗн вӑрӑм хӳрипе –
Ярӑнчӗ сехечӗпе!

Вĕрен мар пуль-çке хӳри,
Чăтăмлă вăл çав тери?