УПĂТЕ

Галкин Александр Алексеевич

Пит чее-мĕн упăте,

Хăтланать вăл темĕн те!

Сарă мăйăр тыттарсан,

Катиччен ăна малтан

Çавăрса пăхать кăн-кан.

Хăрăкки-мĕн çаклансан,

Лач! сурать те тарăхса

Вăркăтать çеç çамкаран!

Кĕç тата вăл туратран

Çакăнать те хÿрипе

Ярăнать сехечĕпе.

Вĕрен мар пуль-çке хÿри,

Чăтăмлă вăл çав тери?