Ҫунатлӑ ҫунашка

Детство на гору спешит

Кадкин Лев Кириллович


Çунашки çунатлă пулĕ,
Шикленмесĕр, кур-ха, кур! –
Чăнкă çыранран хăюллăн
Ярăнса анать Якур.
Вăл çырма тĕпне çитсессĕн
Икĕ тарăн йĕр хывса
Хускалаççĕ ыттисем те
Пĕр-пĕрне хăваласа.
Ĕнтĕ пĕтĕм ял тапраннă –
Тăвайкки тулли ача.
Çак хаваслăхпа вăраннă
Çывăхри çара рашча.
Çамрăк йыш ӳсет вăй-халлă.
Мĕн вăл сивĕ, çил-тăман?
Çунашкаллă харсăр халăх
Хăрамашкăн хăнăхман.