Çунатлă ĕмĕтсем

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Вĕсем ларнă пӳрт çумне

Çĕнĕ вăрăм сак çине.

Хăйсем хуллен пуплеççĕ,

Кулкаласа илеççĕ.

Каçса кайса Микула

Пуплет çинçе саспала:

– Акă курăр, –

                  тет, – мана,

Пулатăпах космонавт,

Çутă çăлтăрсем таран

Вĕçме шухăш пур-ха ман.

Пĕччен çеç мар, хампала

Илесшĕн эп Павăла.

Павăл уншăн пит хавас.

Лайăх ĕç-çке!

                     Мĕн калас?

Сиксе тăчĕ Михала,

Ун та савнăç пулмалла:

– Эпир, чăн та, маттурсем,

Ĕçчен çынсен шăллĕсем.

Çутă манăн ĕмĕтсем –

Тăвас тетĕп карапсем.

Вĕçер халĕ тӳпене,

Тĕлĕнтерер тĕнчене!

Вĕсем ларнă пӳрт çумне

Çĕнĕ вăрăм сак çине.

Пуçлать хĕрӳ сăмахне

Хура куçлă Марине:

– Савăнатăп, – тет, – чунтан

Çак ушкăнра пулнăран.

Кам çук пирĕн хушăра,

Кам çук пирĕн отрядра?

Çĕр ăсти те пур кунта,

Инженер та пур кунта,

Художник та пур кунта,

Космонавт та пур кунта!..

Çапла пĕрле тăрăшсан,

Ĕçе чунтан юратсан

Çут çăлтăр пек ялкăшса

Çитетпĕрех космоса!

 

Вĕсем ларнă пӳрт çумне

Çĕнĕ вăрăм сак çине,

Пĕчĕк маттур ачасем –

Çĕнĕ пурнăç калчисем.