Çунатлă эскадрон

Бурнаевский Валентин Григорьевич


    

ТУПМАЛЛИ

 

«Çунатлă эскадрон» кĕнекепе унăн авторĕ

«Мĕн вăл текех çырать?»

«Чăн-чăн сухалах иккен!»

«Пирĕн ялта хĕрсем пур-и?»

«Кайтăрах ĕнтĕ! Ăрулăха юлтăр!»

«Ку вăл тăр-ухмахлăх!»

Чи лайăх хĕçсемпе пăшалсем

Пылчăк

Сехри хăпнăран

«Савансах иышăнатăп!»

«Чапаев мĕнле шухăшлать?»

«Тĕрĕс мар тăватăр!»

«Раççейра пуçа çухатас марччĕ!»

«Ĕçлеме вĕрентĕпĕр!..»

«Чапаев лазаретĕнче сывалтăм»

«Мĕнле ăнланмастăн çавна?!»

Ĕнене пула

«Паянхи апат мĕншн тутлă?»

«Вăхăт çук»

«Эсир моряк-и?»

«Наутилус»

«Чăнах-и?»

Чапаев командарм

«Асăрханма вĕренсе çитнĕ»

Ĕмĕтленмен кунашкал вилессе

«Пултараймастăп! Питĕ васкатăп!»

«Шăши вилли!..»

Шăршă-маршă

«Эсир урăхлисем!»

«Пултарăн-и?»

Окоп çинчен

Сасартăксем

Сĕнӳ

«Ытларах кирлĕ!..»

«Хăçантанпа парти ретĕнче?»

Юратман сăмах

Мĕншĕн?

Архимандрит

Хакла ларать

Интернациональнăй полк

Чи хаклă трофей

«Чее мар!..»

Тăваттăмĕш «П»

«Эпĕ вĕсене пурне те вĕлеретĕп!»

Академи усси

«Ытлашши шурах мар!..»

Усăсăр эмел

«Ăста пулаканччĕ»

«Уншăнах чакас килмест!»

Хак

Тĕлĕнтермеш

Каретă

Çăкăр-тăвар

Куçлă тунката

Апатпа хырăм

«Пултаруллă» генерал

Господинсемпе юлташсем

Икĕ кĕсре

Бюллетень

Покровский ялĕ

Разведкăран

Пшик пулчĕ

Карттă «чĕрĕлет»

Пуçламăш тата пĕтмĕш

Пиртен ан тĕлĕнĕр

Емĕтсĕрĕн шăпи

«Философ»

«Ан шырăр!..»

Вырсарникун

«Хресчен тумне тăхăнмалла»

Наступленипе отступлении

Теветкел

Анланмарĕ

«Симĕс генерал»

Аманнă хыççăн

Ĕмĕт

Чапай çынни

«Эпĕ сывă»

Махоркă

Полтавă урлă

Чыспа намăс

Ставкăра

Вунă генерал тата пĕр начдив

Аксенов патне кайнă чух

«Сенĕк» хушшине

«Партизан»

Пулăшу

Хăрах ураллă çын

Вак-тĕвекпе тирпейлех

«Йытă»

Йытă вилĕмĕ

Хăрушă чăнлăхпа ырă суя

Площадкă

Савăнăç

Алă чăмăртани

Агитатор

Бензин тупсан

Сăн ӳкерчĕк

Кирпĕч

Хăватлă вăй

Аçта Лондон?»

Хăй юратнă паттăр пек

«Пĕрре кăна»

«Тавăртăмăр!..»

Фюрер тавăрни

«Адмирал граф Шпее» çинче

Бюст

 

МАХОРКĂ

 

Чапаев дивизийĕнчи походнăй театр хĕрлĕ армеецсене «Ирĕклĕх тăшманĕ» ятлă виçĕ пайлă революцилле пьесă кăтартрĕ.

Чи малти ретре – театра пуçарса йĕркелекенсем Дмитрий Андреевич Фурманов комиссарпа унăн хаклă мăшăрĕ Анна Никитична Фурманова (Стешенко) (1897–1941) лараççĕ. Вĕсемпе юнашарах – В. И. Чапаев, политотдел начальникĕ Д. В. Суворов, 74-мĕш артдивизин начальникĕ Н. М. Хлебников, çăмăл артиллери дивизионĕн адъютанче (хальхи ăнланупа каласан, штаб начальникĕ) А. В. Беляков, Булышкин, Босканов тата ыттисем.

Варринчи ретсенче вăтам командирсемпе кĕçĕн командирсем чĕркуçленсе ларнă. Кайри ретсенчисем – боецсем. Вĕсем пурте ура çинче тăраççĕ.

Спектакль пĕтсен, командирсем «артистсене» тав турĕç. Чапаев хăй вара театр руководительне Л. Граната, театр режиссерне Р. Талера тата театр художникне – декораци ăстине, венгерец-коммунист Альбин Штефеке аллисене чăмăрта-чăмăрта саламларĕ.

Спектакль курнă хыççăнах хăйсен казармисене саланса пĕтнĕ хĕрлĕ армеецсене интендант çыннисем махоркă валеçрĕç.

Чапаевпа унăн çывăх командирĕсем, начдивпа пĕрле, штаб çумĕнчи чуспа витнĕ сарая кĕчĕç, сĕтел хушшине вырнаçса чей ĕçрĕç.

Акă Л. Гранат килчĕ. Чапаев театр руководительне «Мĕнле визитпа?» терĕ те хуравласса кĕтмесĕрех хăйпе юнашар чей ĕçме лартрĕ. Хăех сăмавар кранне уçса шуçран тунă тыткăчсăр кружка чей тултарчĕ. Хăй пĕрмаях калаçрĕ, театр артисчĕсемпе музыканчĕсене мухтарĕ.

Аван выляççĕ. Маттур! – терĕ вăл. Унтан политотдел начальникĕ çине пăхрĕ. – Сирĕншĕн Крайнюков юлташ та лайăх тăрăшнă курăнать.

Чапаев Граната тепĕр курка чей тултарса пачĕ.

Халь мĕнле сирĕн пурнăç, руководитель юлташ?

Пурте чипер, лайăх. Хальтерех кăна ак пĕр япалапа кăштах кӳрентерчĕç, – хăй шухашне пĕлтерме тăрăшрĕ Гранат.

Чапаев тута патне илсе çитернĕ вĕри чее сыпмасăрах каялла лартрĕ. Çĕнĕ хыпара тимлĕн итлеме хатĕрленчĕ.

Мĕн пулчĕ тата? Ну, кала?

Темскерех мар. Тен, каламан пулсан та юратчĕ-и.

Çук, çук! Халех кала.

Артистсемпе музыкантсене пăртак кӳрентерчĕç: махоркă памарĕç – çавă çеç!

Чапаев лăштах пулчĕ, кулса ячĕ.

Эпĕ хăрушă хыпар пулĕ тесе... Ку инкекрен çăлма пултаратăп, – терĕ те начдив театр руководительне кĕçех снабженецсен начальникĕ патне ячĕ.

Хут татки çырма кирлĕ мар. Ыйт – парать. Кала: «Чапаев ячĕ», те! – терĕ вăл.

Начснаб Граната махоркă памарĕ. «Чапаев патĕнчен килтĕм» тенине те ĕненмерĕ. «Алăпа çырса панă хут пултăр!» – терĕ вăл.

Дивизи труппине ертсе пыракан çын Чапаев патне çĕнĕрен çаврăнса килчĕ. Начснаб каялла янине пĕлсен, начдив çилли сăмаварти чей пек вĕресе кайрĕ. Кĕçех снабжени начальникне чĕнтерсе илчĕ.

Эсĕ артистсене мĕншĕн махоркă памастăн?!. Эпĕ хушнине мĕншĕн итлеместĕн?!. Патша режимĕн бюрокрачĕ! – ятларĕ Василий Иванович. – Пирĕн çынсен сăмахне ĕненмелле мар-и? Ниçта юрăхсăр япала! Кашни ăçтиçукшăн хут татки ыйтмалла-и? Пĕр-пĕрне ĕненмелле пултăр тесе, эпир революци тунă та! – терĕ вăл...