Çумар

Николаева Людмила Петровна

Хӑнтӑр-хӑнтӑр! аслати
Ҫурчӗ таврана.
Пит вӑр-вар ватти-вӗтти
Хупрӗ хапхана.

Йӑлтӑр-ялтӑр! ҫиҫӗм те
Ҫиҫрӗ хӑратса.
Вӑштӑр-ваштӑр ҫилӗ те
Вӗрчӗ вӑйланса.

Йӑпӑр-япӑр! Чечексем
Пӗкрӗҫ пуҫсене.
Шӑпӑр-шӑпӑр тумламсем
Ўкрӗҫ ҫӗр ҫине.

Хӳхӗм асамат тухса
Карчӗ тӳпене.
Ăшӑ пӑспа сывласа
Ячӗ ҫӗр-анне.