УЛЬТИЛЕТ

Народное творчество

Пĕр арăмăн пĕр хĕр тет. Ĕлĕкхи арăмĕн тепĕр хĕр тет. Ку арăмăн хĕрĕ Ультилет ятлă тет. Хăй хĕрне ку юратать тет, ĕлĕкхи арăмĕн хĕрне юратмасть тет.

Пĕрре ку икĕ хĕр кĕпе çума каяççĕ тет. Кĕпине çуса пĕтерсен аслă хĕрĕ:

- Питне çу, Ультилет, эп çурăм,— тесе калать тет. Ультилечĕ питне çума тытăнать тет те, ку ăна шыва тĕртсе ярать тет. Килне таврăнсан амăшĕ:

- Ультилет ăçта? — тесе ыйтать тет, хăй пăтă пĕçернĕ тет.

- Çырма хĕрне юлчĕ-ха,— тесе калать тет аслă хĕрĕ.

Хай кĕтет-кĕтет тет амăшĕ ку Ультилете — çук тет. Çырма хĕрне шыва каять тет, унта та çук тет. «Шыва кайнă пуль ку»,— тесе калать тет.

- Тух, Ультилет, тух, тух, пĕр хуран пăтă пĕçертĕм, куçне сар çу хыврăм! — тесе калать тет.

- Тухаймăп, анне, тухаймăп — мăйăма вĕре çĕлен явăннă, пилĕкĕме арман чулĕ çакнă!— тесе калать тет Ультилет. Амăшĕ килне каять тет ĕнтĕ — ним тума та çук.

Чăтаймасть тет амăшĕ, каллех каять тет çырма хĕрне. Хăй ачи-çке! Ашшĕ-амăш ачишĕн пит çунать ĕнтĕ.

- Тух, Ультилет, тух, тух, сăрка парăп, Ультилет! —тесе калать тет амăшĕ.

- Тухаймăп, анне, тухаймăп,— мăйăма вĕре çĕлен явăннă, пилĕкĕме арман чулĕ çакнă! — тесе калать тет Ультилет.

Амăшĕ каллех килне каять тет:

—  Упа килсен ан чĕн,— тесе хăварать тет.       

Амăш кайсан упа пырать тет.

- Тух, Ультилет, тух, тух,   сăрка парăп, Ультилет! —тесе калать тет упа. Чĕнмест тет Ультилечĕ. Кайрĕ тет упи те. Кăшт тăрсан каллех амăшĕ пырать тет:

- Тух, Ультилет, тух, тух,— алка парăп, Ультилет! —тесе калать тет.

- Тухаймăп, анне, тухаймăп,— мăйăма вĕре çĕлен явăннă, пилĕкĕме арман чулĕ çакнă! —тесе калать тет хĕрĕ.  

Ах амăшĕ чупкалать тет, ним тума та çук тет.

Упа килсен ан чĕн, ун сасси хулăн пулĕ,— тесе калать тет. Каллех хăй килне каять тет.

Кăшт тăрсан упи пырать тет те çинçе саспа:

- Тух, Ультилет     тух,   тух,— алка парăп, Ультилет!—тесе калать тет. Ультилечĕ амăшĕ пуль тесе:

- Тухаймăп, анне, тухаймăп,— мăйăма вĕре çĕлен явăннă, пилĕкĕме арман чулĕ çакнă! —тесе калать тет. Упи аллине шăмпăр-р-р! чиксе ярать тет те тупаймасть тет. Татах шампăр-р-р! чиксе ярать тет те Ультилете туртса кăларать тет.

Хай упа хĕре хăй шăтăкне илсе каять тет те хăй арăмĕ туса усрать тет. Хăй тухса кайнă чух шăтăкĕ умне каскасем йăта-йăта купалать тет, никам та ан кĕтĕр тесе шутлать тет. Чĕресĕ-чĕресĕпе пыл йăтса пырать тет. Утарсем, нÿхрепсем çĕмĕрет тет. Пыл та çу анчах çитерет тет. Çÿпçесем çаратса укçаллă мăй çыххисем, хушпусем илсе пырать тет. Пĕтĕм укçа анчах çÿрет тет Ультилет.

Пĕр çул иртет тет. Ачи те пулать тет кусен. Амăшсем патне курма каяççĕ тет. Ультилечĕ амăшсем патне хушпу çаптарма юлать тет, упи килне каять тет.

Ультилете илме пынă çĕре кун амăшĕсем хĕрĕх хăлаç пусă алттараççĕ тет. Тĕпне юман кăвар тултарчĕç тет, çине хура кĕççе сарчĕç тет. Упана епле те пулин пĕтересшĕн тет. Ультилечĕ пĕтересшĕн мар тет.

Пырать тет упи.

- Кил, кил, кĕрÿ, кил, кĕрÿ, хура кĕççе çине лар, кĕрÿ! — тесе калаççĕ тет.

- Ан кил, упи, ан кил!    

Хĕрĕх хăлаç пус алтнă,

Юман кăвар янă,

Хура кĕççе витнĕ! — тесе калать тет Ультилечĕ.

- Кил, кил, кĕрÿ, кил, кĕрÿ,

Хура кĕççе çине лар, кĕрÿ! — тесе калаççĕ тет лешсем.       

- Ан кил, упи, ан кил!

Хĕрĕх хăлаç пус алтнă,

Юман кăвар янă,

Хура кĕççе витнĕ!— тесе калать Ультилечĕ. Лешсем каллех:        

- Кил, кил, кĕрÿ, кил, кĕрÿ,

Хура кĕççе çине лар, кĕрÿ! — тесе калаççĕ тет.

Упи хай пырать тет те хура кĕççе çине лÿ-ÿп! ларать тет. Унтан хыçаларах кăшă-ăрт! туртăнать тет те хĕрĕх хăлаç пусса анать каять тет юман кăвар çине. Ах çав мĕкĕрет тет упи! Ультилечĕ макăрать тет.

Вилчĕ тет упи пусăра. Виллине туртса кăлараççĕ тет. Ультилечĕ уртăна-уртăна макăрать тет.