Çулталăк хушши

Иванов Константин Васильевич

Шурă юр ирĕлет,
Çеçенхир чĕрĕлет,
Ешĕл курăк ÿсет...
Вăл хăçан пулать-ши?

Хĕвел хытă хĕртету
Ăшă çил вĕркелет,
Сар ыраш çитĕнет...
Вăл хăçан пулать-ши?

Хир илемĕ каять,
Сĕм вăрман çаралать,
Пĕрмай çумăр çăвать...
Вăл хăçан пулать-ши?

Хирсенче юр анчах,
Çырмара пăр анчах,
Сивĕтет аванах...
Вăл хăçан пулать-ши?