Улшăну

Партта (Степанов) Александр Иванович

Çепĕç кăчкă пуç кăларчĕ,

Тавраллах ыр шăршă сарчĕ.

Сăрт çинче хавшарĕ юр, –

Çуркуннен пуçламĕш пур.

 

Сар хĕвелвут пек шăратрĕ,

Çырмари пăра тапратрĕ.

Шарласа юхать шыв-шур, –

Çуркунне пуçланчĕ, кур!