Улшăнчĕ çанталăк

Галкин Александр Алексеевич
Тин кӑна кӑчӑртататчӗ
Кантӑк ванчӗкӗ пек юр.
Ҫил те вичкӗнччӗ, кӑраччӗ, –
Халь çемçе, ав пӑх та кур!

Улшӑнчӗ çанталӑк хӑвӑрт:
Юр тӑратчӗ, сӗрнӗн çу…
Купӑста пек нӑтӑрт-нӑтӑрт
Вӑл тӑвать халь утнӑ чух.