Улмуççи

Силэм Юлия Александровна

Виçĕ çулхи лара-тăра пĕлмен Сантăрккана Пахчаçă хĕрлĕ питлĕ пы-ы-сăк пан улми парнелерĕ. çатăрт! çатăрт! çыртрĕ ăна Сантăркка. Çăвар туллин кăмăрт-кăмăрт чăмларĕ. Хĕр ача ăна хăвăрт çисе ячĕ. Аллинче шăмми кăна юлчĕ. Сантăркка нумай шутласа тăмарĕ, вăркăнтарчĕ ăна мĕнпур вăйĕ çитнĕ таран айккинелле.

Пан улми шăмми пÿрт умне пырса ÿкрĕ. Вăррисем çĕре тăкăнчĕç. Çумăр çрĕ. Хĕвел тухрĕ. Уйăх пăхрĕ. Ир килчĕ те каç пулчĕ. Çу уйăхĕнче, пач кĕтмен çĕртен, пан улми вăррисенчен пĕри, чи нăкăраххи, шÿсе сарăлчĕ. Аюк, пуçне кăларма тапаçланчĕ тăпра айĕнчен. Çил вĕрчĕ те, хуппи сĕвĕнсе ÿкрĕ. Çă-ă-мăл пулса кайрĕ. Ирĕклĕн туйса илчĕ хăйне. Черченкĕ те пĕчĕкскер пĕтĕм вăйне пухса тымар ярасшăн пулчĕ. Çăмăлах пулмарĕ çакă. Анчах тăпра нÿрĕк пачĕ, хĕвел − ăшшине. Кĕçех вара пĕрремĕш тымарсем чăмăртанчĕç. Малашне улмуççи хунавĕ кунпа мар, сехетпе те мар, минутсерен ÿсме пуçларĕ. Çÿлелле те çÿлелле, ăшăрах, çутăрах енне туртăнчĕ, сенкер тÿпенелле кармашрĕ.

Ÿсрĕ те ÿсрĕ çапла çу каçипех. Çĕртен самаях хăпрĕ. Нуша-терт питех курмарĕ. Мĕншĕн тесен пÿрт çумĕнче çум курăк ашкăрмарĕ, пĕчĕкскере явăнса чăрмантармарĕ. Пĕр-пĕр лÿпперĕн ури айне те лекмерĕ, телее. Пахчаçă вара курчĕ те питĕ тĕлĕнчĕ:

− Э-э, кунта пĕчĕкçĕ улмуççи хунавĕ шăтса тухнă-çке, − текелерĕ. − Пурнас куну пулсан − ÿсех. Çитĕн, пĕчĕкскер. Кайран, тен, тутлă улма тураттипе сыпăпăр. Вара çимĕç паракан пулăн. Ÿсех, ÿс!

Вăхăт шунăçем шурĕ. Кĕр çитрĕ. Унтан хĕл ларчĕ. Юр хулăн çурĕ. Утиял пекех витсе хучĕ çĕе. Çурт хÿтлĕхĕнче аванах хĕл каçрĕ хунав.

Тепĕр çулла вăл тата ытларах ÿсрĕ. Пĕр шитрен çичсакăр шит пулса тăчĕ. Айккинелле çÿхе симĕс туратсем ячĕ. Туратсем çине ешĕл çулçăсем тухса ларчĕç.

Иккĕмĕш хĕле те ним хуйхă-суйхăсăр ирттерчĕ. Мĕншĕн тесен вăл хальлĕхе сыпман йывăçчĕ. Çавăнпа никамах та кăсăкланмарĕ унпа. Ни шăши-кушак çулăхмарĕ, ни этем алли тĕкĕнмерĕ. Çурт çумĕнче хÿтĕ те ăшă пулчĕ.

Анчах та виççĕмĕш çуркунне Пахчаçă килчĕ те ăна, хăй каланă пекех, çитĕнсе çитнĕ пан улми турачĕпе сыпрĕ. Ку улмуççи вара яланах тутлă улма ÿстеретчĕ.

Çак кунран пуçласа улмуççишĕн пĕр харăсах асапсем те, савăнăçлă самантсем те пуçланчĕç. Пахчаçă ăна кĕçех урăх çĕре, пачах çĕнĕ вырăна, куçарса лартрĕ. Ăна çĕр касса пачĕç-çке-ха. Çынни унта улма-çырла пахчи ĕрчетме шут тытрĕ. Вăрăран хăй тĕллĕнех шăтса тухнă улмуççи çĕнĕ пахчари пĕрремĕш йывăç пулчĕ. Ку вăхăталла вăл сарăлса илемленнĕччĕ ĕнтĕ. Вулли те самаях тĕрекленме ĕлкĕрнĕччĕ. Ун тăрăх пурнăç сĕткенĕ ирĕклĕн те хаваслăн çÿрет. Туратсемпе çулçăсене вăй парать, тымарсене хăватлантарать.

Кĕрхи сивĕсем пуçлансан пурте − ватти те, вĕтти те ăшă пÿртсене тарса кĕчĕç. Выльăх-чĕрлĕхне те витене хупрĕç, утă-улăм хурса пачĕç. Уй-хир вара унчченех пушаннăччĕ: тырă − кĕлетре, пахча çимĕç − тĕпсакайпе нÿхрепре. Улма йывăç пахчинчи Улмуççи çеç пахча варринче тăлăххăн ларса юлчĕ. Пĕчченех вăл кунта. Кÿршĕ пахчасенче тем тĕрлĕ улмуççи, груша, слива, чие тата ытти йывăç-курăк ÿснине те пĕлмест. Çамрăк Улмуççи − пĕрпĕччен. Çапла пулса тухрĕ-çке. Анчах ан хуçăлтăр тесе çумне шалча та лартмарĕç. Вуллине те чăрăш лăссипе чăркаса çыхмарĕç. Те манчĕç, те вăхăчĕ пулмарĕ ăна пăхаканăн. Куянсемпе шăшисенчен те сыхланмалла-çке-ха. Çак шăпăрлансем вара çемçе хунава çав тери кăшлама юратаççĕ.

Кăнтăрла çанталăк ытлашши аптрамастчĕ. Йĕпе юр çукаларĕ. Хĕвел те пуçне кăларса кăтарткаларĕ. Вăйсăр çутипе сĕртĕнчĕ те, Улмуççи çакăншăн савăнсах кайрĕ. Имшер тураттисене хускатса илсе хĕпĕртенине палăртрĕ. Хĕвелĕ те парăмра юлмарĕ. Йăм! çуталса илчĕ. Пайăркисене малтанах çÿлти турат çийĕн шутарса иртрĕ. Унта татăлса ÿкме ĕлкĕреймен темиçе çулçă пурччĕ. Вĕсене те кĕрен çутăпа çутатрĕ, йăлтăр кулă парнелерĕ. Пурне те ачашларĕ хĕвел пайăрки. Çутă шанăç кÿчĕ. Савăнса кайнă Улмуççи çÿлелле кăр-р! кăр-р! туртăнчĕ ыррине кĕтсе.

Шăп çав вăхăтра таçтан-çке çил çăмхи çаврăнса тухрĕ, хĕвеле хăваласа ячĕ. Унтан тÿпере хуп-хура пĕлĕтсем курăнчĕç. Çил ачисем вĕсене çав тери хăвăрт хăваласа килчĕç. Каварлашрĕç те наччасра иртĕхме тапратрĕç. Таçта, тачка пĕлĕт хыçĕнче, пытанса тăракан сивĕ çумăр савăтне тăкрĕç те ячĕç. Тытăнчĕç хайхи пăр пек сивĕ тумламсем Улмуççи çине ÿкме. Вăхăт-вăхăт хура йĕпе тăкăнчĕ, вăхăт-вăхăт шурă кĕрпе пекскер йăтăнчĕ. Ылмашăнса йĕплерĕç. Çил касса вĕрчĕ. Çирĕпленсе çитеймен туратсене шатăртаттарса хуçасла ашкăнчĕ. Тымарсене тăпăлтарса кăларассăн туйăнчĕ.

Улмуççин вулли çÿхе пăрпа тĕрленчĕ. Ана питĕ сивĕ пулчĕ. Сиксех чĕтрерĕ.

«Мĕн тумалла ĕнтĕ?» − пăлханчĕ пĕчĕкскер. Анчах раш-тав сиввисем тата та кăрарах пуласса пĕлес пулсан-и? Шартлама килессе чухламарĕ çав-ха вăл, мăнтарăн.

Эх, таянасчĕ мĕн çумне те пулин! Çук таянмалли. Сулăнчĕ вара типсе хăрнă пĕччен мăян çумне. Анчах мăянĕ ку ытла начарккаскер пулчĕ. Чăтаймарĕ улмуççи йывăрăшне. Тайăлса-тайăлса кайрĕ − хуçăлчĕ анчĕ. Ах! ахлатрĕ Улмуççи алли-тураттисене кăнтарса. Ман çума килсе тăрăр-ха, хÿтĕлĕр-ха тенĕнех туйăнчĕ.

Сивĕтнĕçем сивĕтрĕ çĕ шăнпа витĕнчĕ. Кÿлĕсемпе юхан шывсем те хулăн пăр айне пулчĕç. Сивĕрен мĕнле хăтăлмаллине чĕптĕм те пĕлеймерĕ Улмуççи. Мĕскĕннĕн пуçне усрĕ. Вăл вилме хатĕрленчĕ. Мĕн пурăнни капла асапланса? Луччĕ пулас та мар. (…)