Улăхра

Галкин Александр Алексеевич
Улӑхра – чечек, чечек:
Кӑвакки, шурри, хӗрли…
Тӗрлӗ тӗслӗ лӗпеш пек
Вӗлтлетеççӗ куç туллии.

Ҫил пуçлать те ташлама –
Хумханать хитре кавир.
Хӑяймастпӑр таптама
Ҫак хитреллӗхе эпир.