ÇУЛ ÇИНЧЕ

Ялгир Петр Алексеевич

    Урампа пыраттăм,
Савăнса чунтан.
Таврана сăнаттăм,
Такăнтăм чултан.

    Сиртём йăпăр-япăр
Çул хĕрне чула,—
Урăх ан картлатăр
Чип-чипер çула.