Çулçă

Тургай Ольга Николаевна

Çулçă

 

Кĕркуннехи хĕвеллĕ уяр кун. Ытти йываçсем пекех, Вĕрене те çулçă тăкнă. Ун çинче ĕнтĕ ик-виçĕ çулçă çеç çакăнса тăнă. Çамрăкрах чухне вăл, çулçисене тăкас мар тесе, нумай тăрăшатчĕ. Анчах хăть мĕнле çине тăрсан та сивĕ вăйлă çил ăна пурпĕрех çаратса хăварнă. Халĕ ĕнтĕ хура-шур сахал мар курнă йывăç хăй çулçине упраса хăварас тесе йăшăл та туман.

Кăçалхи кĕркунне Вĕрене тата ытларах куляннă. Сăлтавĕ те пысак-çке. Унăн сулахай енчи вăрăм турачĕн вĕçĕнче вăштăр çилпе выляса, хĕвел çумрипе çăвăнса чи илемлĕ çулçă ӳснĕ. Кĕркунне çитсен вара вăл сап-сарă пулса тăнă. Вĕренене унăн турачĕ çинче пĕчĕк хĕвел ларнăнах туйăннă. Тен, çавăнпах пит юратнă вăл ăна.

Ара, юратмасăр, юнашар ӳсекен шĕшкĕ те, юман та ăна кашни кунах: «Ах, Вĕрене, ытла та хĕрхенмелле-çке сана. Çак çепĕç, черченкĕ, пирĕн варманти чи-чи илемлĕ çулçа мĕнле çухатан ĕнтĕ», – тенĕ. Вĕрене хаш-ш кăна сывланă.

Çулçă вара йывăçсем мĕн калаçнине илтмен. Тен, илтесшĕн те пулман. Вăл татăлса ӳкнĕ çулçăсем çĕре вĕçсе аннине пăхса ăмсаннă. «Хăçан эпĕ те çапла вĕçĕп-ши?» – шутланă çулçă. Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлас тесе калле-малле сулланкаланă, анчах Вĕрене çĕртен илекен пурлă-çуклă сĕткенне çак çулçă ӳсекен турата панине пула унăн туни хăрса типменнине пĕлеймен-ха вал.

Пĕррехинче Вĕрене вăйĕ пĕтсе çитнипе тĕлĕрсе кайнă. Çулçă, çак саманта çеç кĕтнĕ тейĕн, турат çумĕнчен шăппăн талать те... аялалла вĕçме тытăнать. Çил ăна çавăрса илет те çӳлелле-аялалла ярăнтарма тытанать. «Ах, эпĕ те вĕçетĕп! Мĕнле телей! Мĕнле ырă самант! Эпĕ кайăк пек вĕçетĕп!» – савăннă вăл. Кăшт вăхăт вĕçкелесен çулçă турат çумĕнчен татăлнă чухнехи пекех шăппăн çĕр çине ӳкнĕ. «Мĕскер ку? Мĕншĕн вĕçместĕп?» – ăнланайман вăл. Унталла-кунталла пăхкалана, ун тавра пĕрешкел шăпалла тĕрлĕ çулçă выртать иккен. «Çук, çук, эпĕ çĕрме тытанатăп капла! Манăн вĕçес килет!» – кăшкăрнă çулçă. «Мĕн аташатăн эс, шăпăрт кăна çывăрас чух. Пирĕн шăпа çапла», – анасланă май сăмах хушнă ăна юнашарах выртакан юман çулçи. «Çук, эпĕ тепре вĕçетĕпех! Мана çил кăшт çеç тĕксе ятăр, эпĕ вăй илсе çӳлелле çĕкленĕп», – ĕмĕтленнĕ вăл. Анчах вăйлă çил вĕрсен те çулçă çĕкленеймен, çĕр тăрăх кăна кускаланă.

Унтан пĕр вĕçĕм сивĕ çумăр çума пуçланă. Çулçă шăнса ĕнтĕркенĕ. Хай сывлашра вĕçнĕ саманта аса илсе вăл хуйăхне пусарнă. Шаннă, ĕненнĕ çулçă тепре çĕкленессе.

Пĕр ир çумăр лăскама чарăннă. Хĕвел те пăхнă. Вăйран кайнă çулçă ăшша туйса вăраххăн куçне уçнă. Вăл хăй патнелле Пысăк çынпа Пĕчĕк çын утса пынине курах кайнă. Вĕсен аллинче карçинкка. Пĕшкĕне-пĕшкĕне çĕр çинче тем шыранă вĕсем. Сасартăк çулçă Пысакки тепĕр утăм тусанах хăй унăн атти айне пуласса ăнланса илнĕ. «Пĕр самант сывлашра пулассишĕн мĕн чул асап курмалла. Акă, халь кĕске пурнăçăм лапра ăшĕнче вĕçленĕ», – шухăшлана вăл. Çулçă вилме хатĕрленсе куçне хупнă. «Атте, ан тапта! Пăх-ха, мĕнле илемлĕ вĕрене çулçи», – илтнĕ вăл. Куçне уçсан, хăй умĕнче Пĕчĕк çын тăнине курнă. «Эпĕ ăна киле илсе каятăп, вазăна лартăп», – тенĕ Пĕчĕкки. Унтан пĕшкĕннĕ те çулçа çĕклесе илнĕ. Çулçă вара сасартăк вĕçерĕнесрен хăраса алă çумне лăпчăннă. Вăл хăйне ача аллинче ăшă та шанчăклă туйнă.