Уйǎх çулĕ

Растворцев Андрей Васильевич

Çутă уйăх çулĕ

Ĕмĕт евĕр çӳллĕ,

Вăл пăхса йăл кулĕ

Ǎшшăн, илĕртӳллĕн.

Уçă кантăк витĕр

Кĕрĕ, вылĕ, ташлĕ,

Ырă варкăш евĕр

Сар çӳçрен ачашлĕ.

 

Сенкер сăнлă каçăн

Тӳпери хĕлхемĕ

Вĕçленми хăлаçăн

Карăнĕ илемлĕн.

Кăпăшка пуçелĕк

Шăршипе саламлĕ,

Пыл пек тутлă тĕлĕк

Савăнса ыталĕ.

 

Çăлтăрсем черетлĕн

Сан сăнна тинкерĕç,

Çитĕнсем тивлетлĕн,

Ырă çын пул тейĕç.

Ырă çын хăюллă,

Ырă çын вăл паттăр,

Çывăр, пĕчĕк улăп,

Çывăр, пĕчĕк кăйкăр.