Уйăх тата Упа çури

Тургай Ольга Николаевна

Уйăх тата Упа çури

 

Упа çури вăрманта аташса кайнă. Вăл чи малтанах хăй аташнине сисмерĕ-ха, сăмса айĕн ĕнерлесех хăмла çырли çирĕ. Каç пуласпа вара килне кайма пуçтарăнчĕ. Каç та пулчĕ. Каçхи вăрман хăрушшăн курăнать. Упа çурине кĕç-вĕç тĕмсем хушшинчен такам, питĕ-питĕ хăрушăскер, тухса таçти шăтăка сĕтĕрсе каяссăн туйăнать. Хăрушă. Шиклĕ. Анчах Упа çури ниме пăхмасăр утрĕ те утрĕ. Ара, килте ăна ашшĕпе амăшĕ кĕтеççĕ-çке. Пăшăрханаççĕ ĕнтĕ вĕсем, шырама та тухрĕç пулĕ. Упа çури, халь-халь ашшĕ-амăшне тĕл пулас пек, утăмне хăвăртлатрĕ. Анчах... Мĕн ку? Умра сарлака кӳлĕ сарăлса выртать иккен. Ку кӳлле Упа çури нихăçан та курман. Хăй чăнах та аташса кайнине, килĕ еннелле мар, пачах урăх çĕрелле утнине ăнланса илчĕ вал. Çыран хĕрне ларчĕ те хурланса йĕрсе ячĕ.

Мĕншĕн йĕретĕн, мĕншĕн хурланатăн, Упа çури? – илтĕнчĕ çепĕç те лăпкă сасă.

Упа çури пуçне çĕклесе пăхрĕ. Амăшĕн сасси пекех туйăнчĕ ăна. Анчах таврара никам та çук иккен. Пĕчĕк чĕрчун тата хытăрах хурланса йĕме тытанчĕ.

Лăплан, лăплан, Упа çури. Йĕрсе ларнипе нимĕн те тăвайман, – тет каллех çав сасă.

Кам эсĕ? Мĕн кирлĕ сана? – шиклĕн сас пачĕ Упа çури.

Эпĕ – Уйăх. Куратăн-и мана?

Курмастăп.

Куçна куççультен шăлса типĕт те кӳлле пăх. Куратăн-и?

Чăнах та иккен, кӳлĕре Уйăх çуталса кăна ларать!

Куратăп. Анчах эсĕ кунта мĕн тăватăн? Санăн тӳпере пулмалла-çке, – тĕлĕнет Упа çури.

Эпĕ унта çӳреттĕм те ĕнтĕ. Сасартăках эсĕ йĕнине илтрĕм те, акă, шыв çине анса лартăм. Санпа калаçса сана йăпатас терĕм, – ăнлантарать Уйăх.

Çук, мана никам та йăпатаймасть...

Мĕнле хуйхă сан? Каласа пар мана, пулăшма тăрăшăп.

Эп... эп аташса кайрăм, – сасси чĕтренсе тухрĕ Упа çурин.

Э-э-эй, куншăн ан та кулян. Эп сана пулăшма пултаратăп, – савăнса кулчĕ Уйах. – Атя, тăр та ман хыççăн ут.

Утрĕç вара çапла иккĕн: Уйăх тата Упа çури. Уйăхĕ çӳлте çул çутатса пырать, Упа çурийĕ сукмакпа таплаттарса пырать.

Нумай утрĕç-и, сахал-и, эпир ăна пĕлместпĕр, анчах вĕсем Упа çури пурăнакан çурт умне çитсе те тăчĕç.

Тавтапуç сана, Уйăх. Атя, пирĕн пата кĕрсе тух, – хăнана чĕнчĕ савăннă Упа çури.

Тавах, кĕрсе тăмастăп. Эп васкатăп.

Çывăрма васкатăн-и? – хăйĕн пит çывăрас килнипе çапла ыйтрĕ пулинех Упа çури.

Çук, çывăрма мар. Каçхи вăрманта сан пек инкеке лекнĕ чĕр чунсене пулăшма васкатăп, – терĕ те Уйăх, пĕлĕт тăрăх хăвăрт шуса кайрĕ.

Упа çури ăна курăнми пуличченех алă сулса тăчĕ.