УДАВ

Галкин Александр Алексеевич

Пысăк-пысăк кустăрма

Ма кунта выртать-ши, ма?

Хăть парасчĕ выляма –

Эпир хатĕр савăнма.

Тăхтăр-ха, вăт çĕрçăтман,

Пуçĕ пур тем кустăрман?

Ав, хускалчĕ,

Ав, тапранчĕ,

Сăннине тăсса кăларчĕ!

Ват сана кустăрма,

Кăтартĕ вăл выляма!