Уçă сывлăшра

Галкин Александр Алексеевич
Шыв хӗрри…
Кунтах – вӑрман,
Улӑх тем тӑршши
Сывлӑш уçӑ сывлама,
Пур хӗвел ӑшши…

Вӑйӑсем вылятпӑр-и,
Юрӑ юрласа.
E шыва чӑматпӑр-и,
Шавлӑн ыткӑнса…
Уçӑ сывлӑшра аван
Савӑнма, канма.
Туслӑ пирӗнпе, тӑван –
Шыв, хӗвел, вӑрман…