УÇĂЛМА ТУХНĂ ШĂШИ ÇУРИ

 

      Пĕр шăши çури шăтăкĕнчен уçăлса çӳреме тухнă тет. Çӳресен-çӳресен амăшĕ патне таврăнчĕ тет те:
      – Ах, анне, эпĕ икĕ кайăк куртăм-çке! Пĕри пит аван, тепри тискертен те тискер ĕнтĕ! – тесе калать тет амăшне.
      – Мӗнле кайăксем вĕсем апла? – тесе ыйтрĕ тет амăшĕ.
      – Тискерри картишĕнче ак çапла уткаласа çӳрет-çке!.. Хăй хура ураллă, хĕрлĕ çĕлĕклĕ, куçĕсем сиксе тухас пек, сăмси кукăр! Эпӗ умĕнчен иртсе пынă чух хăрах урине çӳлелле çĕклерĕ те çăварне карса пăрахрĕ, унтан кăшкăрса ячĕ! Хăранипе ниçта кайса кĕре пĕлмерĕм çав.
      – Вара, ачам, автан-çке вăл! Унтан мĕн апла тĕрлĕ хăрасси пур! Унăн пирĕн тĕлтен нимĕн усаллăхĕ те çук. Тата тепри мĕнлеччĕ?
      – Тепри хĕвел ăшшинче ăшăнса выртатчĕ. Вăл шурă мăйлă, яп-яка, сăрă ураллă. Шурă ăмăрне çулакаласа выртатчĕ. Хӳрине хăй кăшт вĕл-вĕл сиктеркелет, ман çине куçне пĕр илмесĕр пăхать.
      – Эх, айван, айван!.. Вара, ачам, вăл кушак аçи, – тесе каларĕ тет амăшĕ çурине.
      Пăхма хăйсем хĕвел пек, ăшĕчикки хура юн тени çав ĕнтĕ.