Турник çинче

Галкин Александр Алексеевич
Пур турник картишӗнче:
Ир те каç эп ун çинче
Вылянатӑп,
Ывтӑнатӑп,
Термешетӗп тарличчен…

Тӗллӗнеççӗ тантӑшсем,
Савӑнаççӗ килйышсем:
– Пирӗн Юрик –
                        физкультурник! –
Теççӗ кӑмӑллӑн вӗсем. –
Курӑр-ха епле чӑмать,
Спутник евӗр çаврӑнать!