Тумлам

Силэм Юлия Александровна

Пурăннă тет çакă çутă тĕнчере Тумлам. Сеп-сенкер, пысăк-пысăк куçлă. Пÿске пек çаврака. Мăтăрт-мăтăрт мăнтăркка. Питĕ илемлĕскер. Пĕррехинче вăл уçăлма тухрĕ.

− Мана пăрахса ан кай, − йăлăнчĕ Çĕр.

− Çук, каятăп. Йăлăхтарчĕ çĕр çинче, терĕ Тумлам.

Йăкăшт ярса пусрĕ малалла. Тÿрех Сивĕ килсе çÿçентерчĕ.

− Ай! − йăпшăнчĕ Çĕр çумнерех.

− Ан хăра, Тумлам. Эпĕ сана шăнтса пăрлантармастăп, − терĕ Сивĕ.

Тумлам йăкăлт-йăкăлт сиккелерĕ. Тăпăрт-тăпăрт тутарчĕ. Хуçкалансах ташларĕ. Алă çупсах савăнчĕ. Йăлтах ăшша пиçрĕ.

Сасартăк Çил сиксе тухрĕ.

− Ай, вĕçтерсе каять, − хÿтлĕх шырарĕ Тумлам.

− Ан хăра манран, − терĕ Çил. − Эпĕ санпа пĕрле вĕçĕп.

Тумлам малалла ыткăнчĕ. Кĕтмен çĕртен Хура Пĕлĕт килсе хурлантарчĕ.

− Ан хăра, Тумлам, − терĕ Пĕлĕт. − Лар ман çине. Чуччу ярăнтарăп.

Лартрĕ те Тумлама хăй çине вăр-вар çаврăнтарчĕ.

Аслати кĕр кĕрлерĕ кĕтмен çĕртен. Хăлтăр-хăлтăр хăлтăртатрĕ. Хăнтăр-хăнтăр тутарчĕ. Шартах сиктерчĕ. Тумлам шикленсех ÿкрĕ.

− Ан хăра, Тумлам, − çине-çинех шарт та шарт авăтрĕ Аслати. − Эпĕ сана тĕнче кĕрлевне кăтартăп.

Лартрĕ те Тумлама хăй çине кăр-р кăна кĕрлеттерчĕ.

Сасартăк Çиçĕм çиçрĕ ялтлатса. Тумлам куçне мăч-мăч мăчлаттарчĕ ытла çутă ÿкнипе.

− Ан хăра, Тумлам, − терĕ Çиçĕм. − Эпĕ сана Сарă кун çĕршывне илсе çитерĕп.

Çиçсе пыратчĕ хайхи Çиçĕм çиçкĕнлĕхĕпе. Пат! тумларĕ ун çине тепĕр тумлам.

− Ай! − айлатрĕ Тумлам. − Ÿкетĕп.

− Аван-и! − шавларĕ Çĕнни. − Эс те Тумлам. Эп те Тумлам. Иксĕмĕр пулăпăр пы-ысăк Тумлам, − терĕ те унпа пырса пĕрлешрĕ.

− Эсĕ пысăкланса кайнăçке! − парашютпек вĕçсе анчĕ Тумлам умне Çулçă. − Эпĕ сана хÿтлĕх парăп. Симĕс çулçă çине вăшт кăна вырнаçрĕ Тум-лам. Ларчĕ-ларчĕ çапла. Ăна сасартăк тунсăх пусрĕ.

Сивĕ çухалнă. Çил çук. Пĕлĕт пытаннă. Аслати лăпланнă. Çиçĕм çиçмест.

Хăçанччен лармалла-ха çапла çулçă-парашют çинче? Йăкăлт турĕ унталла, мăкăлт турĕ кунталла.

− Кил хам патăма, Тумлам! − хĕрхенчĕ Хĕвел. Вăрăм аллисене тăсрĕ. − Кил, кил, манăн шевлесемпе выляса савăн.

Хĕвел Тумлама хăй патне илчĕ.

− Пăчăхсах вилетĕп вĕт эп сан патăнта! −хурланчĕ Тумлам. − Манăн çĕр çинех каяс килет. Яр мана, тархасшăн.

Хĕвел чармарĕ.

Çав вăхăтра тÿпере Асамат Кĕперĕ карăнчĕ.

−Лар ман çине! − чĕнчĕ Тумлама. Çапла каларĕ те ăна хăй çине лартрĕ.

Туххăмрах ярăнтарса çитес çĕре çитерчĕ.

Тумлам урипе çĕр çине ярса пусрĕ. Чупсах каясшăнччĕ. Ĕлкĕреймерĕ. Таçтан пĕтĕрт-пĕтĕрт Тĕтре сикрĕ тухрĕ. Умри çула картларĕ. Куçăм нимĕн те курмасть, − тăп чарăнса тăчĕ Тумлам.

−Ан хурлан. Эпĕ сан йăвуна ăшăтма килтĕм, − йăсăрланчĕ Тĕтре.

Тумлам вăл каясса чăтăмлăн кĕтрĕ. Кĕçех тĕтре сирĕлчĕ. Таврара çутă та ăшă пулса тăчĕ.

Тумлам каллех çĕр çинче сиккелеме пуçларĕ. Вăл питĕ-питĕ хĕпĕртерĕ. Ăна çĕр çин-чех пуринчен те ытларах килĕшрĕ.