Тинĕс хуралçисем

Бурнаевский Валентин Григорьевич


    

ТУПМАЛЛИ

 

Пĕрремĕш кун

Кучченеç

Инкек хыççăн

Чарль

«Пирĕн карап çинче»

Ача сассин вăйĕ

Хаклă кĕнеке

Тăвансем

Телей

Ывăлĕ

Отпускра

Анна сыватаççех

Тинĕс тункатисем

Бизнесмен

«Вяйнемайнăн» шăпи

Столовăйра

Хĕрлĕ чулсем

Тинĕс тĕпĕнчен

 

Т Е Л Е Й

 

Карапсем тăвакан завод гудокĕ, пушă пичкерен хĕсĕнсе тухнă пек хăватлăн янăраса, тӳлек залив çийĕпе тĕрлĕ еннелле саланчĕ. Ăна хирĕç суту-илӳ флочĕн карапĕсем те, хăйне манерлă оркестр каланă пек, савăнăçлă кĕвĕсем пачĕç. Лăпкă тĕнче вăранчĕ.

Эпир кĕççе сарнă пек симĕс курăкпа витĕннĕ çӳлĕ сăрт çамкинче иккĕн ларатпăр. Пире ку вырăнтан пĕтĕм гавань курăнать. Лере, инçетре, – тинĕс, вĕçĕ-хĕрри курăнман тинĕс.

Сылтăм енче, хăма çуракан фабрикă картишĕнче, тревогă паракан сиренă пек, пăчкă çухăрни илтĕнет. Çав сасă çӳлелле çунатланса çĕкленет, вара сывлăшри çапăçура суранланнă ăмăрт кайăк евĕр, вăйне çухатса, çĕрелле ӳкнĕн туйăнать. Хăш чухне, хĕрсе кайса шавланă çĕртенех, сасартăк тăп чарăнать. Çак хушăра докран, пулеметсенчен тăрлаттарнăн, автомат-мăлатук шатăртатнин типĕ сасси илтĕнет.

Ăçта пăхсан та, пурнăç вĕрет. Тепĕр енче, çыран хĕрринче, икĕ пĕчĕк ялав тытнă сигнальщик аллисене çав тери хăвăрт вылятса тăрать. Ăна пур енчен те – сылтăмран та, сулахайран та, пуç тăрринчен те – хисепсĕр нумай хĕрлĕ ялавсем хупăрласа илнĕнех туйăнать.

Пирĕн умри пирс хĕрринче лăпкăн силленсе тăракан океан пăрахучĕ çинчен тăвар пушатаççĕ. Вăл тин кăна инçе çултан çитсе чарăннă. Унăн темиçе океан шывĕпе чӳхенсе çăвăннă мăнаçлă кӳлепине ирĕксĕрех шеллесе, çав вăхăтрах ăмсанса пăхатăн: вăл çав тери ывăннă, çапах та яланах хăй вăйĕ çине шанса тăракан хастар совет салтакне аса илтерет.

Çав пăрахута ишсе çӳрекен крансем хупăрласа илчĕç. Вĕсем, хăйсен вăрăм мăйĕсене тарăн трюм ăшне чике-чике, пысăк ещĕксене çаклатса илеççĕ те ансăр чугун çул тăрăх çӳрекен платформă çине хураççĕ.

Манăн юлташ, Григорьев Андрюш, ура çине тăчĕ. Эпир унпа иксĕмĕр те – Чăваш çĕршывĕнчен. Иксĕмĕр икĕ карап çинче пулнăран, пĕр-пĕринпе тĕл пулсан, калама çук хĕпĕртетпĕр, сăмах-юмах пуçласа ярсан, вĕçне-хĕрне тухаймастпăр.

Андрюш, икĕ аллине те ĕнси хыçне тытса, пӳрнисене хире-хирĕç чикрĕ, пуçне каçăртса пĕлĕтелле пăхрĕ, тутлăн анасласа илчĕ.

Наянланакан пултăм, яланах çывăрас килет,— терĕ вăл, чăнахах та ыйхăллă куçĕсемпе гавань çине тинкерсе. – Эх, хăçан юсаса пĕтерĕç-ши пирĕн карапа, вара тинĕсе тухнă пулăттăмăр. Йăлăхтарчĕ çĕр çинче пурăнса: паян акă канма тухрăм, çавах канăç тупаймастăп. Ĕçсĕр пурăнасси пурнăç мар иккен.

Андрюш манран икĕ çул кăна аслă, çапах, суту-илӳ карапĕн матросĕ пулса, тинĕссем çинче виçĕ çула яхăн ишет. Вăл çитсе курнă çĕршывсене эпĕ географи чухланăран çеç пĕлетĕп. Чăннипе каласан, эпĕ ун пурнăçне, хăйне палăртмастăп пулин те, çав тери ăмсанатăп.

Акă вăл гаваньте ларса тухнă карапсем еннелле ăшшăн пăхрĕ, унтан, хура куçĕсене çутăлтарса, мана тинкерчĕ:

Валери, кала-ха, мĕн вăл телей? – кĕтмен-туман çĕртен ыйту парать Андрюш.

Телей-и?.. Мĕншĕн çапла ыйтатăн-ха эсĕ? – тĕлĕнтĕм эпĕ.

Чăнах та, мĕн вăл телей? Пĕр кĕтмен çĕртен панă ыйтăва хирĕç çийĕнчех ответлеме тивĕçлĕ сăмах ăçтан тупса калăн-ха.

Юрĕ, элпин, ан кала! – тет Андрюш. – Апла пулсан, телей мĕн иккеине сана хам каласа парам. Кайран вара эсĕ калăн. Юрать-и?

Юрать, – килĕшетĕп эпĕ.

Пĕррехинче эпир киле, Российăна, таврăннă чухне, – калама пуçларĕ Андрюш, – Инди океанĕнчи шторм тыткăнне лекрĕмĕр. Асар-писер урнă çанталăкăн хăлаçланчăк хумĕсем палубă çине каçăрăла-каçăрăла хăпараççĕ, вĕсен валемĕсем хăватлă вăйпа пыра-пыра çапнăран пирĕн карап пĕр енчен тĕпĕр енне тайăла-тайăла каять: хумсем çине улăхать вăл е, путнă чухнехи пек, мачтă тăрри курăнми пуличченех хумсен хӳшшине пытанать. Самантлăха пачах курăнми пулать, унтан, таçта çăва тĕпне анса кайнă çĕртен, каллех сиксе тухать, пысăк хумсем çине кармашать, малалла та малалла талпăнать. Вăл хăйĕн тĕлĕнмелле хăюлăхне пула юмахри Синдбад мореход карапне аса илтерет. Урса кайнă хумсем ун патнелле чĕлхисене тăса-тăса, çилхисене тăрата-тăрата васкаççĕ, анчах хăюллă карап вĕсене хурçă кăкăрĕпе çĕмĕрет, пайăн-пайăн вакласа, тата-тата хăй айне пĕтĕрсе чикет.

Ĕнер кăна-ха тӳпере татăк-татăк пĕлĕтсем шăватчĕç, суднăсене ăсатма юратакан чарлансем пирĕн хыççăн вĕçетчĕç, мачтăсем çине пыра-пыра ларатчĕç, унтан мачтăран хăватлă çил вĕрнипе вĕçерĕнкĕ пек татăлса, юлнăçем юлатчĕç, эпир хыçа хăварнă хĕвелтухăç тропик утравĕсем еннелле кайса, пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлатчĕç. Халĕ ĕнтĕ акă пĕлĕт татăкĕсем те, чарлансем те курăнмаççĕ, океан пире хăйĕн мĕн пур вăйĕпе лăскать. Тискер те хăрушă хумсем усаллăн йынăшаççĕ, хыçалтан такам хăваланă пек, шавласа та кĕрлесе пирĕн еннелле килеççĕ. Карап тайăлать, тайăлать, çаврăнса ӳкессĕнех туйăнать, шутсăр тарăн океан тĕппе анса каяс пекех пулать. Карап чĕриклетсе çĕкленме тытăнсан, чуна çăмăл туйăнать, кăкăр тулли сывлас килет. Анчах мачтă шăчĕсем çав-çавах чĕтресе тăраççĕ. Сивĕ çил, пăяв-канатсене çакланса, пин саспа шăхăрать. Кăнтăр кунĕнчех тĕттĕм каç хупăрланăн туйăнать.

Суднă хыçĕпе, акăш-макăш пысăк çĕлен евĕр авкаланса, кăпăклă шыв тăсăлса юлать. Çав тискерле пăтранакан шывра вăхăчĕ-вăхăчĕпе карап кӳлепин хура мĕлки курăнса каять. Карапăн шĕвĕр сăмси касса пынипе пулакан хумсем океан тĕттĕмĕнче çуталса илнине асăрхасан, çӳç-пуç вирелле тăрать. Леер урлă шывалла пуçа усса пăхсан, океан тĕпĕн тăнлăхĕнчен хăраса ӳкнипе пуç çаврăнса кайĕ. Палубă çинче пĕрремĕш хут пулнă çыннăн çак самантра сехри хăпнă пулĕччĕ. Харсăр командăна тата вăйлăрах сехĕрлентерме тăрăшнă пек, аскăн çилĕ те, хумсемпе пĕрлешсе, пире хирĕç каварлашать. Вăл мачтăна çакланса арçурилле çухăрать, темле тискер сасăпа шăхăрать. Хăлха шăтăкĕсенче çил ачисем выляççĕ. Çав çӳçенчĕклĕ сасăсем хура тĕтĕм мăкăрлантарса пыракан труба хашлатнипе пĕрлешсе каяççĕ. Хутран-ситрен ман чун та тинĕс пекех хумханать. Чĕрери туйăмсем вара çав шухă хумсем пекех хускалаççĕ. Анчах океан штормĕ пире кĕрешӳре çĕнтерӳ çинчен çех шухăш-латтарать. Мĕншĕн тесен лăпкă вырăна лекнĕ кимĕри пек пурăнасси Совет морякĕсемшĕн ытла та ют, килĕшӳсĕр.

Тавралăх çакăн пек вĕресе те ахăрса тăнă чухне эпĕ вахтăран улшăнтăм. Çӳлти палубăран кубрике аннă самантра карап хăрах айккинелле чалăшрĕ те, эпĕ сасартăк сулăнса кайрăм – картлашкаллă трапран тӳрех аялалла чăмрăм. Тимĕр палубă çине пуçпа пырса тăрăнсан, куçран çиçĕм тухса кайрĕ, çамка çине мăкăль тухрĕ.

Кубрике кĕтĕм, урари чĕрĕлнĕ пушмака улăштарма лартăм. Çийĕмри тумтиртен урайне шыв шăпăртатса юхать.

Ан шавла! Шăпрах пул!.. Илтместĕн-им? – харах ярса илчĕç мана юлташсем, аллисемпе репродуктор енне кăтартса.

Мускавран радиопа вырăс юррисене параççĕ-мĕн. Эпĕ юррăн юлашки сăмахĕсене çеç илтсе юлтăм:

Слышен ласковый голос родимый

От свободных просторов вдали.

Ничего нет на свете любимей

И дороже Советской земли.

Ун хыççăн, тулли хутаçран урайне пăрçа тăкнă пек, алă çупнă сасăсем шапăртатни илтĕнчĕ.

Концерт пĕтрĕ. Диктор ăçтан тата камсем юрланине пĕлтерчĕ те: «Тепĕр минутран – юлашки хыпарсем», – терĕ.

Çирĕм виçĕ сехет те вăтăр минутра Мускавран паракан каçхи хыпарсене итлесси пирĕн кашни матросăн йăлине кĕнĕ. Эпир, çывăрма çирĕм виçĕ сехетрех выртатпăр пулин те, юлашки çĕнĕ хыпарсене пĕлмесĕр ниепле те тĕлĕрсе каяймастпăр. Яра куна ĕçлесе ĕшеннине пăхмасăрах, çур сехет хушши куçа хупмасăр выртатпăр: Тăван çĕршывăн инçетрен килекен сассине итлесех килет пирĕн.

Çĕнĕ хыпар тĕрлĕ облаçсемпе республикăсем партипе Совет правительствине панă обязательствăсене ăнăçлăн пурнăçлани çинчен калакан рапортсенчен пуçланчĕ. Чăваш республикинчи колхозниксем те, Куйбышев облаçĕнчипе Ставрополь крайĕнчи колхозниксемпе пĕр вăхăтрах, государствăна тырă памалли плана ирттерсе тултарнă иккен.

Диктор сасартăках пирĕн пароходствăна, унтан – тĕлĕнсех кайрăмăр – эпир халь ишекен карап ятне асăнчĕ. Эпĕ ура çинче хытса тăракан юлташсем çине пăхрăм: хăшĕ стена çинчи çекĕлтен, хăшĕ койкăран ярса тытнă, теприсем çавра сĕтел çине таяннă. Хăйсем пурте çăварĕсене карсах репродуктор çине пăхаççĕ.

Эпир чăтаймарăмăр, пурсăмăр та кубрика çурасла пĕр харăс «ура!» кăшкăртăмăр.

Шăпланăр! Малалла итлĕр! – чарчĕ пире старшина.

Чăнах та, эпир «ура!» кăшкăрнă хушăра, пирĕн карап пулă тытмалли плана миçе процент ирттерсе тултарнине илтеймесĕрех юлтăмăр. Куншăн калама çук кӳрентĕмĕр. Сасартăк çӳлте темĕн кĕмсĕртетсе илчĕ. Эпир ку мыскара мĕне пĕлтернине ăнланса та илеймерĕмĕр – кубрике боцман кĕрсе тăчĕ.

Юлташсем, палубă çине хăпарăр! – кăшкăрчĕ вăл. – Халех...

Матроссем, пушмакĕсене кăпăр-капăр тăхăнса, çӳлелле сирпĕнчĕç. Унта пĕр-пĕрин çине купаланă ещĕксем, çирĕплетсе çыхнă хурçă троссем пушаннăран, урай тăрăх сапаланнă иккен. Вара, чун кĕнĕ пек, борт патнелле ташласа пынă: океана чăмма та хатĕр.

Тытăр, юлташсем! Ан вĕçертĕр ещĕксене!.. Радио мĕн каланине илтрĕр пулĕ, вĕсен шутне Мускавра пĕлеççĕ! – кăшкăрать пĕри.

Ку сăмах вара çунатлантарсах ячĕ пире, вăй-хала вунă хут ӳстерчĕ. Çак вăхăтра темле кăна йывăр ĕç хушнă пулсан та, эпир ăна çăмăллăнах тунă пулăттăмăр.

Ăнсăртран килсе тухнă ĕç хăçанччен тăсăлчĕ-тĕр – пĕлместпĕр. Анчах пĕтĕм ĕçе йĕркелесе кубрике кĕнĕ çĕре юлашки хыпарсене каласа пĕтернĕ ĕнтĕ, репродуктортан автомобильсем кĕскен кăшкăртни кăна илтĕнет.

Кремль сехечĕ çапнине илтсен, эпир ахăрса кайнă океанра ишнине те манса кайрăмăр, – вĕçлерĕ те ман юлташ, гавань таврашне сăнама пуçларĕ. Çак вăхăтра улăп пек пысăк пăрахута пушатса пĕтерчĕç. Тиеврен çăмăлланнă транспорт янăравлă сасăпа вăрăммăн кăшкăртса ячĕ. Юлашкинчен вăл пирс çумĕнчен уйрăлчĕ те, хăвăрт ишсе çӳрекен пĕчĕк суднăсем хушшипе хĕсĕнсе иртсе, малалла шурĕ. Пирĕн куçсем ирĕксĕрех ун хыççăн йĕрлеме тытăнчĕç.

Çав тери чарусăр шторм витĕр малалла талпăнакан карап асаплăн та тертлĕн ишнине халĕ эпĕ те туйса илтĕм. Ан тив, океан пĕрмаях кĕрлетĕр! Анчах паттăр совет çыннисем çутçанталăкăн темле вăйне те çĕнтереççĕ. Киле çитесси темиçе пин çухрăм пулин те, вĕсем яланах хамăр çĕршывпа пĕрле.

Çакна, Тăван çĕршывпа яланах пĕрле пулнине, кирек хăçан та Тăван çĕршыв тивлечĕшĕн кĕрешнине эпĕ телей тетĕп те ĕнтĕ, – Андрюш тепĕр хут ман çине пăхрĕ. – Çапла-и, Валери?