ТИМУШ, МӖНШӖН АШКӐНАН…

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Тимуш темшĕн юратмасть, –
Теттесене упрамасть.
Вăл мулкача аллинчен,
Шур упана уринчен
Тапса туртать,
Хĕрхенмест,
Мĕн тунине хăй пĕлмест.

– Тимуш, мĕншĕн ашкăнан,
Теттесене макăртан?