ТИМĔР ТЫЛĂ

Иванов Константин Васильевич

Поэма

 

Тимĕр тылă тесенех,

Сехри хăпать инкесен.

Мĕншĕн-ши вăл? Пĕлĕр-хă!

Акă мĕншĕн, калам-ха!

Пирĕн чăваш арăмĕ

Тимĕр тылла юратмасть,

Пулсан пултăр йĕс тылă,

Йывăççи те начар мар.

Тимĕр тылă ăшĕнче

Шурă шуйттан ларать, тет.

Тимĕр тылла тытсанах,

Шăлĕсемпе шаккать, тет.

Кантăр тыллас тесенех,

Çÿпне куçа кÿртет, тет.

Çав çÿп куçра юлсассăн,

Çын тухатмăш пулать, тет.

Çав тухатмăш хушнипе

Тимĕр тылă çĕрĕпе

Урам тăрăх, хир тăрăх

Шалтăртатса çÿрет, тет.

Тылă сиксе пынă чух

Çулĕ çинче çын пулсан,

Ăна хĕссе вĕлерсе,

Юнне ĕçсе каять, тет..

Ĕнтĕ пĕлсе çитрĕр-и

Мĕншĕн пирĕн инкесен Т

имĕр тылă тесенех

Сехри хăпса тухнине?

Кам та пулин шанмасран

Е вăрçасран хăраса,

Пĕр ĕç çинчен калам-ха,

Хамăр ялта пулнине.

 

Пирĕн ялта пĕр карчăк

Пурăнатчĕ ĕлĕкрех.

(Халь ĕнтĕ вăл тупăкрах

Выртать масар хыçĕнче.)

Пурăнăçа çав карчăк

Çĕмĕрттеретчĕ анчах:

Пурччĕ унăн качака,

Икĕ сурăх, пĕр кушак;

Чалăш пÿрчĕ тăрринче

Тăманасем усратчĕ;

Тăманасем патĕнчех

Тимĕр тылли ларатчĕ:

Пит хăрушă япала,

Пĕр кăтăрса кайсассăн!

Ĕнтĕ хăвăр та пĕлĕр

Карчăк суккăр пулнине,

Мĕншĕн тесен карчăкăн

Тимĕр тылли пур-ĕçке:

Кантăр шăмми çÿппине

Куçа кÿртет шур(ă) шуйттан!

Суккăр пулсан, инçех мар

Тухатмăша тухма та.

Ку карчăк та — ăçтиçук

Тухатмăшчĕ таврара.

Ăна пĕлмен çын та çук,

Палламан йытă та çук.

Пурччĕ тата карчăкăн

Икĕ тăлăх кинĕсем:

Икĕ кин те лайăх кин,

Иккĕшĕ те сарă кин.

Аслă кинĕ мĕн ятли

Пире халĕ кирлĕ мар:

Хăйне кĕвĕллĕ арăмччĕ,

Тÿрриперех каласан,

Хитрех те мар мухтама,

Начар та мар хурлама.

Кĕçĕн кинин, каласан,

Ячĕ унăн Чĕкеçчĕ,

Хăй те чĕкеç пекехчĕ,

Ытарма çук аванччĕ,

Алли çăмăл ĕç тума,

Тути çÿхе чуптума.

Чĕкеç кинне карчăкĕ

Темшĕн ытла юратмасть,

Хăвăр тупăр мĕншĕнне,

Ăна чĕлхем калаймасть.

Куçĕ-пуçĕ пит йăваш,

Çын савăнса тăмалла,—

Çапах карчăк юратмасть,

Ухмах тесе шухăшлăн.

 

* * *

Çакă кинĕ яланах

Минкĕртетет карчăка:

«Апай, яр-ха хăнана,

Апай, яр-ха хăнана!»

Пуççавăрмăш, çĕр çăтман,

Çитĕ çынна йĕтетме!

Авантарах ĕçне ту,

Вăхăт çитсен ярăп-ха,—

Чĕкеç кинĕ ахаль те

Ĕçне тăвать çунтарса,

Карчăк çапах Чĕкеçне

Вăрçать ĕçне туманшăн!

Суккăр карчăк-кăрчăкăн

Куç курманни ахаль мар!

Вăхăт çитсен, хăй вилсен,

Ярĕ-ха вăл хăнана.

Виçĕ хутчен Чĕкеç кин

Ват карчăка йĕтетрĕ:

«Апай, яр-ха хăнана,

Аппам патне каям-ха!»

Ай, çĕр çăтманă пуçна!

Ырра мар-тăр ку кинĕм.—

Виççĕмĕш кун, каç пулсан,

Карчăк ытлах çилленчĕ.

«Апай, яр-ха хăнана,

Апай, яр-ха хăнана!»

Каях, каях, йĕтетмĕш

Курăн-ĕçке ху кунна.

Кĕçĕрех кай, кĕçĕрех,

Пуçу кунта ан пултăр! —

Кин васкаса çавăнтах

Сĕтпе юрчĕ виç юсман.

Хăвăр пĕлетĕр: юсман,

Ырăсене асăнса

Вĕрсе-сурса пĕçерсен,

Пит хăватлă япала.

Пирĕн ялта яланах,

Инçе çула кайнă чух,

Усал-тĕсел тивесрен

Юсмай чиксе каяççĕ.

Çапла пирĕн инке те

Хăй лашине кÿлчĕ те

Тухса кайрĕ сĕм-çĕрле

Акăр ялне хăнана.

 

Тимĕр тылă шалтлатать,

Усал карчăк сÿс тыллать,

Йĕс тăпсаллă хапхана

Уçать чĕлхе каласа:

«Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм !

Акăр çулĕпе сик, тыллăм,

Çав кин патне çит, тыллăм,

Çав кин пуçне çи, тыллăм!»

Тимĕр тылă, шалт тылă,

Сиксе кайрĕ çулпала.

Тылла сиссе, сарă кин

Юрă юрлать, чуптарать:

«Уйăх çути çап-çутă,

Акăр çулĕ тап-такăр,

Чуп-чуп, лашам, чуп, лашам,

Çитес çĕре çит, лашам,

Хăрат, хăрат тăшмана,

Сĕтпе юрнă юсманăм!»

Пăрахать те хăварать

Пĕр юсманне çул çине.

Çитнĕ-çитнĕ çĕртенех,

Юсман тĕлне çитсенех,

Тимĕр тылă хăраса

Сиксе кайрĕ килнелле.—

«Шалт-шалт тыллăм, шалт тылл

Акăр çулĕпе сик, тыллăм,

Çав кин патне çит, тыллăм,

Çак кин пуçне çи, тыллăм!»

Тимĕр тылă, шалт тылă,

Сиксе пырать çулпала. Т

ылла сиссе, сарă кин

Татах юрлать юррине:

«Уйăх çути çап-çутă,

Акăр çулĕ тап-такăр,

Чуп-чуп, лашам, чуп, лашам,

Çитес çĕре çит, лашам,

Хăрат, хăрат тăшмана,

Сĕтпе юрнă юсманăм!»

Пăрахать те хăварать

Тепĕр юсман çул çине.

Çитнĕ-çитнĕ çĕртенех,

Юсман тĕлне çитсенех,

Тимĕр тылă хăраса

Сиксе кайрĕ каялла.—

«Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм

Акăр çулĕпе сик, тыллăм,

Çав кин патне çит, тьгллăм,

Çав кин пуçне çи, тыллăм!»

тимĕр тылă, шалт тылă,

Сиксе килет çулпала.

Тылла сиссе, сарă кин

Йĕрсе юрлать юррине:

«Акăр çулĕ тап-такăр,

Уйăх çути çап-çутă,

Чуп-чуп, лашам, чуп, лашам,

 

Çитес çĕре çит, лащам.

Хăрат, хăрат тăшмана,

Сĕтпе юрнă юсманăм!»

Пăрахать те хăварать

Хăй(ĕн) юлйшки юсманне.

Çйтнĕ-çитнĕ çĕртенех,

Юсман тĕлне çитсенех,

Тимĕр тылă каялла

Сиксе кайрĕ ялалла...

 

* * *

Çитес çĕре çитрĕ кин,

Шаккать аппăшин хапхине:

«Аппам, кÿрт-ха йăмăкна,

Кÿрт-ха Чĕкеç йăмăкна,

Усал тăшман хăвалать!»

Çĕрле çÿрес хăнам çук,

Утах хăвăн çулупа!

«Сыв пул эппин, аппаçăм!»

Чĕкеç кайрĕ, шаккарĕ Т

епĕр аппăшин хапхине:

«Аппам, кÿрт-ха йăмăкна,

Кÿрт-ха Чĕкеç йăмăкна,

Усал тăшман хăвалать!»

Çĕрле çÿрес хăнам çук,

Каях хăвăн çулупа!

«Сыв пул энпин, аппаçăм!»

Чĕкеç кайрĕ, шаккарĕ

Хăй(ĕн) пиччĕшин хапхине:

«Пиччем, кÿрт-ха йăмăкна,

Кÿрт-ха Чĕкеç йăмăкна,

Усал тăшман хăвалать!»

Çĕрле çÿрес хăнам çук,

Уттар хăвăн çулупа!

«Сыв пул эппин, пиччеçĕм!»

Йĕре-йĕре сарă кин

Аслăк çине улăхрĕ,

Йĕре-йĕре çавăнта

Улăм ăшне пытанчĕ.

 

* * *

 

«Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллă

Акăр çулĕпе сик, тыллăм,

Çав кин патне çит, тыллăм,

Çав кин пуçне çи, тыллăм!»

Тимĕр тылă, шалт тылă,

Сиксе пырать çулпала.

Шалт-шалт сикет, шалт тăвать,

Сарă кин чунне витерет...

 

* * *

Карчăк хапхи умĕнче

Кĕтет-кĕтет тыллине —

Çук, кăтăрнă пулмалла:

Тылли хал(ĕ) те таврăнмасть.

Таçта-таçта аякра

Шалт-шалт тÿни илтĕнет.

Аптăраса тухатмăш

Тылла чĕнме тытăнать:

«Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллă

Ман патмалла сик, тыллăм,

Ман патăма кил, тыллăм,

Мачча çине вырт, тыллăм!»

Таçта-таçта аякра

Аçтаха пек шăхăрать,

Ахăр тылă кăтăрнă:

Темĕскерпе çапăçать.—

«Шалт-шалт тыллăм, шалт ты.

Ман патмалла сик, тыллăм,

Ман патăма кил, тыллăм,

Мачча çине вырт, тыллăм!»

Таçта-таçта аякра

Шăтăр-шатăр илтĕнет,

Ахăр, тылă кăтăрнă:

Темĕн унта çĕмĕрет.—

«Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм,

Ман патмалла сик, тыллăм,

Ман патăма кил, тыллăм,

Мачча çине вырт, тыллăм!»

Таçта-таçта аякра

Шăтăл-шатăл илтĕнет,

Ахăр тылă кăтăрнă:

Çĕр çĕмĕрсе таврăнать...

Шалт-шалт турĕ, шалт турĕ,

Карчăк пуçĕ ялт турĕ.

Суккăрăскер çул çинчен

Ĕлкĕреймерĕ пăрăнса.

Тылă пычĕ, шалтлатрĕ,

Карчăк пуçне татайрĕ.

Тухатмăшăн пырĕнчен

Юхрĕ тухрĕ хура юн...

 

* * *

Иртрĕ кайрĕ тĕттĕм çĕр,

Хуллен-хуллен сирĕлчĕ.

Сикрĕ тухрĕ çутă кун,

Çутçанталăк çутăлчĕ,

Акăр ялĕ вăраинă,

Йывăр ыйхă татăлнă.

Пурте тăвать хăй ĕçне

Ĕçчен чăваш йăлипе:

Чĕкеç инкен пиччĕшĕ

Акă выльăх апатлать —

Хăй йăмăкин виллине

Тупать улăм ăшĕнче.

Акă пырать иĕр этем,

Арман хуçи урампа,

Шур(ă) сухалĕ ик хăлаç,

Курпунĕ те икĕ пăт.

Туйи çине таяннă,

Хăй кăвакал пек утать.

Пысăк лавкка умĕнче

Хашăлтатса чарăнать,

Хăй çăнăхлă тумтирне

Çапкаласа мăрлатать:

Хурлăх, хурлăх, Михал тус

Ман арманăм çук ĕнтĕ!

Кĕçĕр усал-тĕселсем

Шыв урапи хушшине

Çакланнă та тытăнчĕç

Урапана çилĕпе

Çухăрттарса çавăрса

Арман чулне шăхăртма.

Эпĕ чупса тухиччен

Арманăма усалсем

Лăштăр-лаштăр ишнĕ те

Тара панă таçталла!

 

* * *

Пирĕн ялта чăвашсем

Тухнă тăнă урама.

Ушкăнĕпе кĕрлеççĕ

Вилнĕ карчăк тĕлĕнче.

Карчăк выртать, хускалмасть,

Таврашĕнче хура юн.

Пĕвĕ выртать пĕр çĕрте,

Пуçĕ выртать пĕр енче.

Тылă ларать, шалтлатмасть.

Мачча çинче сасă çук...

Халăх шăв-шавĕ пĕр вĕçлĕ,

Шăв-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ.

 

1907